Archive - 1 Авăн, 2016 - Хыпар

1 Авăн, 2016

Пулă туянар-ха

Пулă организма кирлĕ микроэлементсемпе, белокпа, витаминсемпе пуян. Вăл какайран усăллăрах иккенне те пĕлместпĕр мар, анчах пирĕн сĕтелсем çинче сайрарах курма пулать ăна.

1 Авăн, 2016

Грушăпа тимлĕрех пулмалла

Грушăна ĕлĕкрех ăшăра, кăнтăр енче çеç ÿстернĕ. Селекционерсен тăрăшулăхĕпе халĕ ăна вăтам тăрăхра çеç мар, çурçĕр районĕсенче те çитĕнтереççĕ.

1 Авăн, 2016

Санитари нормине пăхăнмалла

Кÿршĕсен туалечĕ пирĕн пахчапа юнашарах пулнипе час-часах ырă мар шăршă кĕрет. Санитари нормисемпе çавнашкал «çурта» мĕнлерех тумалла тата тĕрĕс ăçта лартмалла?

Константин ЗАЙЦЕВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Çакнашкал хуралтă — шăтăк алтса тунă туалет — кашнин килĕнчех пур. Халĕ вĕсене тĕрлĕрен тăваççĕ. Килтен юхса тухакан каяш шывсене пуçтараканни тата уйрăмми, «нушапа» çеç çÿремелли. Вăл е ку йышши туалета та СанПиН тата СНиП нормисене çирĕп пăхăнса тумалла.