Archive - 3 Авăн, 2016 - Хыпар
Кукамайăн — Интернет
Институтри экзаменсем вĕçленсен каникула кукамай патне кайрăм. Ача чухне те ăшă кунсене кунтах ирттернĕ-çке. Паллах, ноутбука та пĕрлех илтĕм. Пĕлмен кинемейсем валли: ноутбук — кĕнеке пек уçăлса хупăнакан компьютер. Эпир, çамрăксем, Интернетсăр пурăнаймастпăр-çке. Кун-шăн час-часах сăмах та лекет пире. Апат çиме те манатпăр имĕш. Тÿрех тÿрре тухам. Вăхăта кун каçа социаллă сетьсенче ирттермен эпĕ, кукамая пахчара пулăшмаллине манман. Каçсерен ноутбука çутаттăм паллах.