Фундук ÿсет-и?
Фундук текен мăйăр шĕшкĕ мăйăрĕ евĕрлех. Вĕсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ? Фундук пирĕн патра çитĕнет-и?
Марина ВАСИЛЬЕВА.
Çĕмĕрле районĕ.
Фундук тата шĕшкĕ /лещина/ пĕр ÿсен-тăранах. Фундук арап чĕлхинчен кĕнĕ. Вăл чăвашри сунтăх — пĕчĕк арча тенипе пĕр пĕлтерĕшлĕрех.
Арапсем кирек мĕнле мăйăра та фундук теççĕ. Раççейре фундук тесе культурăлланă шĕшкĕне калаççĕ. Селекционерсем шĕшкĕн /фундукăн/ чылай сортне кăларнă. Вĕсем, паллах, вăрманта ÿсекен шĕшкĕ мăйăрĕнчен кăшт шултрарах. Корончатый сортăн мăйăрĕ çаврарах.
Хамăр тăрăхри вăрмансенче ÿсекен шĕшкĕ мăйăрĕ вара тутлăрах тата тутлăхлă япаласемпе пуянрах.
Пирĕн тăрăхра шĕшкĕ ÿснине пурте пĕлетпĕр. Анчах ăшă тăрăхсем валли ятарласа кăларнă фундукпа тимлĕрех пулмалла. Сивĕ хĕлсенче фундукăн чечек папкисем шăнса пĕтме пултараççĕ. Кун пек чухне фундук чечек çураймасть, çимĕç те параймасть. Шăнасран туратсене кĕркунне ятарлă çекĕлпе çĕр çумне авса çирĕплетме, юр çусан ун айне тума е витмелли материалпа хуплама сĕнеççĕ ăстасем. Фундук — тăмлă, йывăр тăпрана юратмасть.
Çимĕç лайăх тытăнтăр тесен икĕ сорт шĕшкĕ лартни вырăнлă. Мăйăртан акса ÿстернĕ тĕм «амăшĕн» пахалăхĕсене улăштарма пултарать. Сахалрах тухăç парать е хуппи хулăнрах, е мăйăрĕн тути урăхларах. Мăйăртан ÿстернĕ фундук пирĕн тăрăхри çут çанталăк условийĕсене тÿсĕмлĕрех. Çамрăк тĕм 6 çулсăр çимĕç памасть.