Грушăпа тимлĕрех пулмалла

Грушăна ĕлĕкрех ăшăра, кăнтăр енче çеç ÿстернĕ. Селекционерсен тăрăшулăхĕпе халĕ ăна вăтам тăрăхра çеç мар, çурçĕр районĕсенче те çитĕнтереççĕ. Рогнеда, Чижовская, Отрадненское сортсем пур çĕрте те сарăлнă, аван çимĕç параççĕ.

Пахчаçăн çакна манмалла мар: груша хальхи вăхăтра анлă сарăлнă йывăç пулин те пурпĕр «ачашрах». Ăна пăхасси, улмуççипе танлаштарсан, кăткăсрах. Çуркунне чечеке ларнă вăхăтран пуçласа мĕн хĕле кĕричченех тимлĕх ыйтать вăл.

Груша çимĕçĕ вăрах упранмасть, пурпĕр ăна тутанасах килет, вăл йăлăхтармасть те. Унран компот, нимĕр, нектар, варени хатĕрлеме пулать.

Пиçсе çитнĕ çимĕç тăкăнма пуçлать. Çемçе йышши груша çĕре ÿксен тÿрех лапчăнать, тĕпренет. Çавăнпа ăна пиçнĕçемĕн татса пуçтармалла.

Кĕркунне çулçă тăкăнсассăн сад-пахчари çулçа тураса пуçтармалла, компоста хумалла. Çулçă айĕнче тĕрлĕ хурт-кăпшанкă ăнăçлă хĕл каçать. Çуркунне, юр ирĕлнĕ-ирĕлмен вĕсем хÿтлĕхрен тухса хăйсен сиенлĕ ĕçне пуçлаççĕ. Груша, улмуççи çинчи типĕ туратсене, тăкăнман çĕрĕк çимĕçсене те йăлтах пуçтарса тĕп тумалла. Вĕсем шăпах инфекцие сарăлма май параççĕ.

Йывăç вуллине, туратсене пăхса тухмалла. Сиенленнĕ, хуçăлнă туратсем пулсан вĕсене секаторпа е пăчкăпа касмалла, вĕçĕсене çуллă сăрăпа е сад варĕпе сĕрмелле. Вулă çинче çурăлнă тĕлсем пулсан пăхăр купоросĕпе йĕпетсе илмелле.

Çуркунне йывăçсене шурататпăр-ха, анчах кĕркунне те шуратни тĕрĕсрех. Çакă йывăçа пуш уйăхĕнчи янкăр хĕвелтен хÿтĕлет, хурт-кăпшанкăн вăрттăн йăвисене пĕтерме май парать. Çамрăк йывăçа çÿллĕшĕпех шуратма юрать. Халĕ темĕнле хутăш та туянма пулать. Хаçатри рецептпа усă курма пултаратăр, вăл ансат: 1,5 кг тăма, 2,5 кг извеçе пĕр витре шывра лайăх пăтратса ирĕлтермелле те груша е ытти йывăç вуллине шуратмалла.

Кĕркунне çумăр сахалрах çусан грушăна шăвармалла. Çамрăк йывăçа 2 витре, пысăккине 4-5 витре ямалла. Унтан нÿрĕк тăпрана улăмпа е торфпа, пăчкă кĕрпипе хупламалла. Вăл тымара шăнасран хÿтĕлет.

Ÿссе çитнĕ груша йывăçĕ хĕллехи сивĕсенче аптрамасть. Çамрăккисене вара хÿтлĕх кирлĕ, йывăçа çил-тăман хуçса пĕтересрен туратсене пĕр чăмăра пухса çыхма юрать. Вулла тĕревлеме шалча çапса ун çумне çирĕплетсе çыхмалла. Хĕлле вулă çумне юр купаламалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.