Комментари хушас

1 Авăн, 2016

Санитари нормине пăхăнмалла

Кÿршĕсен туалечĕ пирĕн пахчапа юнашарах пулнипе час-часах ырă мар шăршă кĕрет. Санитари нормисемпе çавнашкал «çурта» мĕнлерех тумалла тата тĕрĕс ăçта лартмалла?

Константин ЗАЙЦЕВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Çакнашкал хуралтă — шăтăк алтса тунă туалет — кашнин килĕнчех пур. Халĕ вĕсене тĕрлĕрен тăваççĕ. Килтен юхса тухакан каяш шывсене пуçтараканни тата уйрăмми, «нушапа» çеç çÿремелли. Вăл е ку йышши туалета та СанПиН тата СНиП нормисене çирĕп пăхăнса тумалла.

1. Çуртран юхса тухакан таса мар шыва пуçтаракан шăтăк çурт хуçин çĕр лаптăкĕнче пулмалла.

2. Пуçтаракан шăтăк ĕçмелли шыв пăрăхĕсенчен 10 мертртан, шыв пуссинчен 20 метртан çывăх пулмалла мар. Тăпра хăйăрлă пулсан хушă ытларах хăвармалла.

3. Каяш пуçтаракан шăтăк кил таврашĕнчи хуралтăсенчен тата кÿршĕсен çурт-хуралтинчен 12 метртан çывăх пулмалла мар. Çывăхрах пулни çурт-хуралтăсен никĕсне аркатакан услови туса хурать, нÿхреп çывăхра пулсан унта шыв пуçтарăнакан пулать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.