Çĕрулмине хирте хăварас марччĕ!

28 Авăн, 2016

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне çĕрулмин 42,3 процентне кăларнă, 71665 тонна пухса кĕртнĕ. Çулталăк каяллахи кăтартусем 92,4 процент тата 197503 тонна пулнă. Тухăç чылай пысăкрах /сăлтавĕ пĕлтĕр культура çитĕннĕ тапхăрта нÿрĕк ытларах ÿкнинче/. Çумăрлă çанталăк хресчене каллех тĕрĕслерĕ.

Çанталăк шухăшлама хистет. Кашни хуçалăх çĕрулми кăлармалли комбайн кирлĕ чухлĕ туянсан, дизтопливо çителĕклĕ хатĕрлесен, трактор-автомашина çителĕклĕ уйăрсан çĕрулмине тырăпа пĕрлех пухса кĕртме вĕренсе çитĕпĕр. «Иккĕмĕш çăкăра» тыр-пул хыççăн кăларса йывăрлăха кĕрсе ÿкетпĕр. Ир тата маларах пулакан сортсене лартнисем ку тĕлĕшпе чăрмав курмарĕç.

Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче тăрăшса çитĕнтернине пухса кĕртессишĕн хĕрÿ ĕç пырать. Хĕвел тăпрана кушăхтарсанах комбайнсем уй-хире тухаççĕ. Типĕ кунсенче механизаторсем, çĕрулмине складра-управра йышăнакансем кунĕпех ĕçре. Çак кунсенче Красноармейски, Шăмăршă, Элĕк райадминистрацийĕсен ял хуçалăх пайĕсемпе телефонпа çыхăнтăм. Пурте çĕрулмине кăларса пĕтерес шухăшпа пурăннине пĕлтерчĕç. «Председательсемпе фермерсен журналистсемпе калаçма çумăр çунă чухне те вăхăт çук», — терĕç.

Çĕрулми чăваш халăхĕшĕн ĕлĕкех тĕп апатсенчен пĕри пулнă. Чылай хушă ăна пахчара çеç ÿстернĕ, лаптăкĕ майĕпен çеç пысăкланнă. Сăмахран, 1858 çулта Улатăр удел ведомствин 16 уйĕнчен 4-че кăна туса илни паллă. Çĕрулми патшалăх хресченĕсен анкартине XIX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çитнĕ. Вăрлăх Европăри çĕршывсенчен илсе килнĕ. Вăл пирĕн тăпрапа, çанталăкпа «çураçăнайман», çавăнпа тухăçĕпе савăнтарман. Чăваш хутлăхне епле вăрлăх лартмалли, мĕнле агротехникăпа усă курмалли çинчен 1910 çулта шухăшлама тытăннă. Ку ыйтупа патшалăхăн вăрлăхсене сăнакан лаптăкĕсене уйăрсан /колхозсен тапхăрĕнче/, ятарлă специалистсене çирĕплетсен, тĕплĕн ĕçленĕ. 1950 çулсенче «иккĕмĕш çăкăр» туса илес ăсталăха самаях ÿстернĕ, ăна çитĕнтермелли, пухса кĕртмелли техника никĕсне çирĕплетнĕ. Тăпрана сухаласа кăпкалатассине — 100, лартассине 74 процент механизациленĕ. Ку ĕçе пурнăçлама районсенчи машина-трактор паркĕсене явăçтарнă.

1959 çулта лаптăка 54478 гектара çитернĕ, вăрлăх хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрнă — ку шутри 33705 гектара шăпах çавна валли уйăрнă. 1960 çулсен пуçламăшĕнче вăрлăх тăвакан хуçалăхсем кашни районтах пулнă. 1965 çул тĕлне ăна лартассине — 73, пухса кĕртессине 36 процент механизациленĕ. Çав çулсенче çĕрулмин пусă çаврăнăшне йĕркелесе çитернĕ, кашни хуçалăхрах унпа килĕштерсе лартнă. Чăваш ял хуçалăх институчĕн доценчĕ А.Кузнецов, Çĕрпÿри сăнав станцийĕн специалисчĕсем В.Борисова, З.Баранова, А.Гаврилова 1964 çулта культурăна маларах туса илес, ир пулаканнин тухăçне ÿстерес ăсталăха алла илнĕ, ир пулса çитекен тата вăтам тапхăрта кăларакан 15 сорта сăнанă. Каярахпа вĕсем республикипех сарăлнă.

1970 çулсем çĕрулми анине химизациленипе палăрса юлнă. «Кашни 100 центнер çĕрулми вăрлăхĕ тăпраран вăтамран азот — 50, фосфор — 20, кали 90 килограмран кая мар ыйтать, — теççĕ агрономсем. — Çав апата вăхăтра памасан культура начар çитĕнет». Çавăнпа асăннă çулсенче уй-хире органика удобренийĕсем çителĕклĕ хывассишĕн тăрăшнă. Тĕслĕхрен, кашни гектар пуçне ятарлă техникăпа Шăмăршăсем — 34,7, Çĕмĕрлесем — 27,6, Етĕрнесем — 25,4, Вăрмарсем — 22,4, Вăрнарсем 22,1 тонна хывнă.

Паха сортсен тÿпи 1970 çулта — 87,4, 1975 çулта 98,8 процентпа танлашнă. Кашни колхозпа совхоз вăтамран çулталăкра 6289,5 центнер çĕрулми туса илнĕ. 1980 çулсенче «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтермелли техника никĕсне палăрмаллах çирĕплетнĕ, тухăçа ÿстернĕ. Сăмахран, 1980 çулта Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича» колхозра кашни гектартан 225 центнер пухса кĕртнĕ.

1990 çулсенче çĕрулми лаптăкĕ те, тухăç та аванах чакрĕ. Сăлтавне хуçалăхсем минерал удобренийĕ, çумкурăкпа тата сăтăрçăсемпе кĕрешмелли хими им-çамĕ çителĕклĕ туянайманнипе, техника, ĕçлекенсем çитменнипе ăнлантармалла. 1990 çулта ял хуçалăх организацийĕсенче çитĕнтернĕ мĕнпур культура лаптăкĕсенче çĕрулми 44 процент йышăннă, 2001 ç. — 22. Çав вăхăтрах кил хуçалăхĕсенче вăл 55 процентран 77 çитнĕ.

2001 çулта республикăри мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче 573,8 пин тонна çĕрулми пухса кĕртнĕ. Кашни гектартан тухăç 102,8 центнер. 2001-2006 çулсенче ăна çуллен ÿстернĕ, вăл 180 центнер патнех кармашнă. 2002 çулта — 591,9 пин, 2003 ç. — 659,5 пин, 2004 ç. — 692,6 пин, 2005 ç. — 775,1 пин, 2006 ç. — 793,2 пин, 2007 çулта 778,3 пин тонна пухса кĕртнĕ. Производствăна ÿстерсех пынă. Мĕншĕн тесен мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсенче агротехникăпа, минерал удобренийĕсемпе наука вĕрентĕвне тĕпе хурса усă курчĕç, чылай çĕрте пĕтĕм ĕçе механизацилерĕç.

2008 тата 2009 çулсенче 781,6 пин тата 809,8 пин тонна пухса илнĕ. 2010 çулта çĕрулми те, ытти культура та çитĕнеймерĕ. 2011 çулта Чăваш Ен 825,2 пин тонна пухса кĕртсе федерацин Атăлçи округĕнче — тăваттăмĕш, 2012 çулта 900 пин тонна ытла пуçтарса Раççейре пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕ. Темиçе çултан пĕр миллион тонна патне çитесси иккĕлентерместчĕ.

Шел, юлашки çулсенче производство самаях чакрĕ: 2013 ç. — 633 пин, 2014 ç. — 580,3 пин, 2015 ç. 700 пин тонна. Кăтарту пĕчĕкленнине ытларах çут çанталăк нÿрĕк сахалрах панипе, «иккĕмĕш çăкăр» лайăх сутăнманран хăшпĕр хуçалăх лаптăка чакарнипе ăнлантарас килет. Çĕрулми туса илекенсен çĕнĕлле шухăшлама тивет. Тухăçа ÿстерессишĕн юлашки çулсенче культурăна шăваракан, çĕнĕ управ тунă, ăна автоматизациленĕ, паха вăрлăх çеç лартакан, комбайн, ытти техника кирлĕ чухлĕ туяннă хуçалăх аванах хушăнчĕ. Çапах та çак ĕçсем чылайăшĕн пысăк тупăш илмелли шая çĕкленмен-ха. Уйрăмах продукцие тирпейлессипе малалла каяймастпăр. Тăпраран тасатса миххе е пакета касăк-кĕсĕксĕррине çеç тултармалла. Çак технологие Комсомольски районĕнчи «Çĕрулмине мухтав» тата Красноармейски тăрăхĕнчи «Таябинка» агрофирмăсенче темиçе çул каялла ĕçе кĕртрĕç. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илесчĕ.

   Иртнĕ çулсенче вуншар хуçалăхра автоматизациленĕ, пĕрпек температура тытса тăракан управ турĕç. Кăçал 5-6 çĕрте хута яма палăртнă. Кĕскен каласан — малĕмĕтлисем малаллах талпăнаççĕ.

Çĕр ĕçченĕсен умĕнчи чи пысăк чăрмав — продукцие усламлă вырнаçтарасси. Хальхи вăхăтра кашни хуçалăх хăй пĕлнĕ пек калаçса татăлнă хакпа сутать. Вĕсенчен курттăммăн туянса лавккасем патне çитерекен пайтаçăсем уйра пĕчĕк хакпах туянаççĕ. Çавна пулах хресченсем тупăшăн пысăк пайне çухатаççĕ. Фермерсем, кил хуçалăхĕсем пасарсенче тата çулла пысăк район-хуласенчи учрежденисемпе килĕшÿ çирĕплетнĕ ял хуçалăх организацийĕсем бюджет, Хĕç-пăшаллă вăйсен тытăмĕсенче, ытти çĕрте аванах вырнаçтараççĕ. Çапах та ку рынок çеç пирĕн хресчене çитмест. Курттăммăн темиçе хут нумайрах сутма май тумалла, çак ĕçе централизацилемелле. Шупашкар, Канаш, Патăрьел районĕсенче хресченсенчен çĕрулми туянса пухакан, суту-илĕве вырнаçтаракан логистика центрĕ йĕркелесчĕ. Вĕсен управсем, автотранспорт, продукцие тасатмалли, тирпейлемелли, миххе е пакета тултармалли машинăсем пулччăр. Ку тĕллеве пуçаруллă та хастар предпринимательсем кооперациленсе пурнăçа кĕртессе шанас килет.

Кĕскен çеç сутлăх хак çинчен. Çĕрулми ăнса пулнă 2012 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче кашни килограма лавккасенче вăтамран — 8,8, пасарсенче — 9,9, шăрăх алхаснă 2010 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче лавккасенче — 24,7, пасарсенче 23,6 тенкĕлле сутнă. Çулталăк каялла лавккасенче — 11,5, пасарсенче — 13,5, кăçалхи авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче лавккара — 12,3, пасарсенче 15,3 тенкĕлле туяннă.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.