Шупашкар та хутшăнать

28 Авăн, 2016

Шупашкар заливĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри хăвăрт утмалли куна уявламалли тĕп лаптăк пулса тăрĕ.

Ку мероприяти Раççей Олимп комитечĕ ертсе пынипе тĕрлĕ сехет тăрăхĕнче вырнаçнă 11 хула тÿремĕнче иртĕ: Петропавловск-Камчатскран пуçласа Калининград таранах.

Утса сывлăхне çирĕплетес текенсене Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре 11 сехетре кĕтеççĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ профессиллĕ 1 пине яхăн çын хутшăнасса шанаççĕ. Тивĕçлĕ канурисем старта уйрăммăн тухма пултараççĕ. Ку мероприятипе пĕр вăхăтрах «Врачпа уçăлса çÿрени» акци иртет.

Пĕтĕм Раççейри хăвăрт утмалли куна пирĕн çĕршывра виççĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш старт 2014 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче пулнă, ăна Пĕтĕм тĕнчери «Раççей — спорт çĕршывĕ» форума — вăл шăпах Шупашкарта иртнĕ — уçнине халалланă.

Виталий Седойкин — 90-ра

Чăваш Ен киноотраслĕн ветеранĕ Виталий Седойкин çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Виталий Васильевич Патăрьел районĕнчи ял киносечĕн киномеханикĕнче çур ĕмĕре яхăн ĕçленĕ.

2014 çулхи авăн уйăхĕнче Чăваш Енĕн Электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе В.Седойкинпа пĕрле çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ тунă. Архива ветеранăн çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксен тата награда докуменчĕсен электрон копийĕсем, çавăн пекех архивистсем Виталий Васильевичран илнĕ видеоинтервью пуянлатнă. Раççей Кино çулталăкĕнче архив «Чăваш Ен. Кинематограф. Ĕмĕртен ĕмĕре» мультимедиа кăларăмне хатĕрлет, вăл республикăри киноĕçĕн историйĕ тата хальхи тăрăмĕ çинчен каласа кăтартĕ. Документсен электрон пуххинче Виталий Седойкин пирки калакан материалсемпе те усă кураççĕ.

«Ку чĕррисене кирлĕ!»

Коммерцилле мар организацисене Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патриотизм воспитанийĕ пама пулăшакан мероприятисене ирттермешкĕн федераци бюджетĕнчен субсиди памалли конкурса кăçал 266 проект тăратнă, çав шутран 14-шĕ — Чăваш Енрен.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе 66 ĕç çĕнтернĕ тесе палăртнă, вĕсене пурнăçа кĕртме 33 миллион тенкĕ парĕç. Шупашкарти 29-мĕш вăтам шкул «Вĕренÿ организацийĕсен çумĕнчи шырав отрячĕсене пулăшасси» конкурсра «Ку вилнисене кирлĕ мар! Ку чĕррисене кирлĕ!» проектпа çĕнтернĕ. Ун валли 710 пин ытла тенкĕ уйăрса парĕç.

Пахалăхшăн ăнтăлса

Авăн уйăхĕн 23-25-мĕшĕсенче «Жемчужина Чувашии» санатори-сиплев комплексĕнче вĕренÿ пахалăхĕ тĕлĕшпе студентсен регионсен хушшинчи форумĕ иртнĕ. Унта Раççейри 19 регионтан 32 аслă шкулăн представителĕсем хутшăннă. Вĕренÿпе ăслăлăх министерствипе Вĕренÿ пахалăхĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси пулăшнипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттернĕ.

Форума килнисем валли пуян программа хатĕрленĕ. Вĕренÿ енĕпе çакнашкал модульсем пулнă: норматив-право никĕсĕсем, вĕренÿ тытăмне аталантарассин тĕп сулăмĕсем, проект ĕç-хĕлĕ, студентсен вĕренÿ пахалăхне ÿстерессинчи витĕмĕ. Палăртнă темăсене сÿтсе явассине лекци, тренинг-семинар, кейс формипе йĕркеленĕ.

Форум эксперчĕсен йышĕнче ЧПУ ректорĕ А.Александров, ЧПУн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен проректорĕ Е.Кадышев, РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин çамрăксемпе ĕçлекен канашĕн вĕренÿ пахалăхĕн ыйтăвĕсене йĕркелесе пыракан комисси ертÿçи А.Швиндт, МФТИн Вĕренÿ инноваци технологийĕсен центрĕн ĕçченĕ И.Никаноров, «Росаккредагентство» патшалăх учрежденийĕн аналитикĕ, Рособрнадзор координаторĕ А.Кречетова пулнă.

Форумра студентсене вĕренÿ пахалăхне ÿстерес ĕçе хутшăнма уйрăм сĕнÿсем панă. Аслă шкулсем Вĕренÿ министерстви çумĕнчи çÿлерех асăннă канашăн пахалăхлă пĕлÿ парассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен комиссипе çыхăну тытма йышăннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.