ÇУМКУРĂК МАР, СИПЛЕВÇĔ

28 Авăн, 2016

Авалхи паллă сиплевçĕ Авиценна хĕрлĕ клевера /чавка пуç/ сиплĕ витĕмĕпе женьшеньпе танлаштарнă, унăн сĕткенĕ сурана ÿт илтернине, шĕвекĕ шăк хăвалама пулăшнине палăртнă. Хальхи халăх медицининче клевер препарачĕсемпе шыçнине, ыратнине ирттерме, сурана сиплеме, организма витаминсемпе тивĕçтерме усă кураççĕ.

Лимфăна тасатма

Клеверăн 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кашни кун 3-шер стакан ĕçмелле. Курс — 1,5 уйăх.

Витамин шĕвекĕ

Ÿсен-тăранăн 1 апат кашăкĕ типĕ чечекне çур литр шурă эрехе ямалла. 2 эрнерен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 1 уйăх. Кирлĕ пулсан 10 кун тăхтамалла та тепĕр курс ирттермелле.

Пуç ыратсан

Клеверăн 2 апат кашăкĕ типĕ чечекне 1 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, 40 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Ан çаврăнтăр

Пуç çаврăнни аптратсан клеверăн 1 чей кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Вĕрекен шыв мунчинче 5 минут тытмалла. Илсен 40 минутран сăрăхтармалла. Кунне 5 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — 3 эрне, 7 кун тăхтав. Çак йĕркепе 3 курс ирттермелле.

Кĕсен-сурана çума

2 апат кашăкĕ типĕ чечеке тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Термоспа 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвекпе сурансене, кĕсенсене кунне 2-3 хут çумалла. Курс — сывлăх лайăхланиччен.

Асăрханăр! Гипертонипе, варвиттипе, вар-хырăм чирĕсем вĕрĕлнипе аптракансен, ача кĕтекен хĕрарăмсен клевер шывне ĕçсе сипленме юрамасть.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.