Кадастр хакне – паян, налука – çулталăк пуçламăшĕнче

28 Авăн, 2016

Кăçал граждансен тата организацисен куçман пурлăхăн 67 объекчĕ тăрăх кадастр хакне коррекцилеме май килнĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн Комиссие заявлени хăçан панине пăхмасăр кадастр хакне ыйтса çырнă çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пăхса тухма юрать.

Хака иртсе кайнă дата тĕлне /2016 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен/ пăхса тухмалли мелпе Комиссие кадастр хакĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшменнине пĕлтерсе 2016 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен çирĕплетнĕ йĕркепе заявлени çырнисем пурте усă курма пултараççĕ.

Апла пулин те заявлени парассине çулталăк вĕçлениччен тăсмалла мар, мĕншĕн тесен рынок хакне пахаланин отчечĕ федерацин 1998 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи хаклав ĕçĕ-хĕлĕ çинчен» 135-мĕш саккунĕпе тата хаклавăн федераци стандарчĕсемпе пĕр килмесен ыйтса çырнине Комисси пăхса тухмасть.

Отчетри çитменлĕхсене пĕтернĕ хыççăн заявитель кадастр хакне пăхса тухмашкăн тепĕр хут заявлени çитерме пултарать. Çапах та ĕçлĕ хута йĕркене кĕртмешкĕн вăхăт кирлĕ, кун пек чухне гражданин çак çулта заявлени памашкăн ĕлкĕреймесен те пултарать.

Кадастр хакне пăхса тухмашкăн ыйтса çырнă заявленисене çак адрессемпе çитермелле:

Шупашкар хули, Эльмен урамĕ, 4а çурт, 104-мĕш кабинет /заявитель хăй пырса парсан/;

428000, Шупашкар хули, Карл Маркс урамĕ, 56 çурт /заявление почта урлă ярсан/.

М.ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.