Archive - 30 Çĕртме, 2015 - Хыпар

30 Çĕртме, 2015

Кашни ялах çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр

Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕ Çĕнĕ Ахпÿрт, Шаккăл, Кивĕ Ахпÿрт ялĕсене пĕрлештерет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса кашнинчех палăк лартнă. Анчах çил-тăвăлпа йĕпе-сапана пула вĕсем арканса тĕпренме, сăнне çухатма тытăннă.

30 Çĕртме, 2015

Учук - уй чÿкĕ

- Чăвашсен ĕлĕкхи тĕн ĕненĕвĕ тăрăх, çут тĕнче вăл - çутçанталăк тата этем. Ăна Турă хăйĕн йĕкĕреш шăллĕпе Киреметпе тунă. Анчах та çут тĕнчене йĕркеленĕ хыççăн Киремет усал вăйсен витĕмне лекнĕрен Турă ăна çÿлти тĕнчерен хăваланă.

30 Çĕртме, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 12-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине С. Мусаевăн «Я уж подумал, что это дорожный знак!» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра - арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсене сăнарлакан кулăш.

Pages