Учук - уй чÿкĕ
- Чăвашсен ĕлĕкхи тĕн ĕненĕвĕ тăрăх, çут тĕнче вăл - çутçанталăк тата этем. Ăна Турă хăйĕн йĕкĕреш шăллĕпе Киреметпе тунă. Анчах та çут тĕнчене йĕркеленĕ хыççăн Киремет усал вăйсен витĕмне лекнĕрен Турă ăна çÿлти тĕнчерен хăваланă. Авалхи чăвашсен йăли-йĕркин тĕллевĕ - тăнăçлăха, килĕшĕве сыхласа хăварасси. Çутçанталăкри килĕшĕве тытса пырасси те чÿк тăвассипе çыхăннă. Эпир шыва, вута, çĕре, хĕвеле пуç çапатпăр, уйăх та питĕ пĕлтерĕшлĕ. Уйăх календарĕ пахчари ĕçсене çеç мар, тĕнпе çыхăннă йăла-йĕркесене те ирттерме кирлĕ, - çапла çирĕплетеççĕ тĕне кĕмен чăвашсем.
Тĕне кĕмен чăвашсем чылай регионта сыхланса юлнă. Тутарстанра вара вĕсем темиçе районта ялĕ-ялĕпех. Кама леш енче уйрăмах йышлă. Сăмахран, Кама, Аксу, Нурлат, Элмет, Лениногорски, Павлă, Çĕнĕ Шуçăм, Çарăмсан тата ытти районта "чăн чăвашсем" хăйсен йăли-йĕркине, юрри-ташшине питĕ çирĕп тытса пурăнаççĕ. Çемье çавăрас пулсан та ашшĕ-амăшĕн тĕнне улăштармаççĕ, "хăйсеннисемпе" мăшăрланаççĕ.
Элмет районĕнчи Патраклă ялĕнче мĕн ĕлĕкренех çумăрпа çыхăннă йăлана пурнăçласа пыраççĕ. Учук - уй чÿкĕ. Çакна Патраклăсем ял патĕнчи ту çинче, çăл тапса тăракан Киремет вырăнĕнче ирттереççĕ. Пĕр çул вăкăр пусса, пăтă пĕçерсе кĕлĕ тăваççĕ пулсан, тепринче çумăр вырăнне пуçтарăнса шывпа выляççĕ.
Кăçалхи июнĕн 21-мĕшĕнче учука пуçтарăннă халăха вăкăр пусса пăтă çитерчĕç. Çак кун учук хапхинчен пуçласа сцена патне çитиччен /çак хутлăх питĕ вăрăм/ чăваш тумĕ тăхăннă çынсене курма пулчĕ. Юрă сасси таврана янранине, пăтă пиçекен хурансенчен тутлă шăршă сарăлнине, çитменнине, çанталăк шăрăх тăнине пула, Киремет вырăнĕ патĕнчи пысăк вăйпа тапса тăракан çăл умĕнче тутлă шыв ĕçсе киленекенсен сăнĕсене курма калама çук кăмăллă пулчĕ.
Çанталăк чăнах та питĕ шăрăх тăрать. Енчен те иртнĕ çулсенче учук иртекен вырăнта ура пусма çук хĕп-хĕрлĕ çырла пулнă-тăк кăçал вăл тулса, хĕрелсе те çитеймен - типме пуçланă. Вырăнти халăх каланă тăрăх - çумăр тахçантанпах унта пулман.
"Учук - 2015" яланхи пекех питĕ кăмăллă иртрĕ. Республикăри тĕрлĕ районтан килсе çитнĕ фольклор ушкăнĕсем йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Кашни хăйнеевĕрлĕ. Сăмахран, Элметсем çĕр сухаласа, тырă акса, çулса, çапса, ал арманĕпе тулă авăртса çăкăр пĕçерни таранччен кăтартса пачĕç. Çăкăрне пурне те тутанса пăхтарчĕç. Тĕрĕссипе, кун пеккине халиччен курманччĕ-ха, кинори пек пулчĕ.
Фестивале Элметри Чăваш наци культура центрĕн ертÿçи Инна Альмукова уçрĕ. Патраклă тата ытти ялăн йăлине ирттерме килнĕ фольклор ушкăнĕсене, хăнасене тав турĕ. Хăнасем тенĕрен, кăçал фестивале ТР Президенчĕн Аппарачĕн Шалти политика управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Ефимов, Тутарстанри Халăхсен ассамблейин ĕçтăвком ертÿçи Николай Владимиров, ТР Культура министерствин представителĕ Фарида Кислякова тата ТР ЧНК председателĕ Константин Яковлев хутшăнчĕç.
- Патраклăра учук тăхăр хут кăна мар, икĕ пин хут та иртнĕ пулĕ. Пирĕн мăн-мăн асаттесем çак йăлана яланах тытса пынă. Паянхи куна çитнĕ. Çавăнпа та пирĕн те, ачасемпе мăнуксем те çакна ан манччăр, тата икĕ пин çултан та асăнса ирттерччĕр. Ăна сыхласа хăварма тăрăшмалла, - терĕ Константин Яковлев. - Çак ту çине хăпарнă çынсем - телейлĕ.
Çак сăмахсене Константин Геннадиевич чун-чĕререн калани сассинчен палăрчĕ. Хăй те, çур ĕмĕре çитиччен пурăннăскер, асатте-асанне йăлисене питĕ сума сăвать, вĕсене тытса пыракансене ырлать, вăй çитнĕ таранччен пулăшма тăрăшать. Çак "уява" çынсем, тен, курман та пулĕччĕç, халиччен учука ял халăхĕпе кăна ирттернĕ пулнă, Инна Альмукова тăрăшнипе православи çыннисем те, ытти тĕне тытса пыракансем те пĕлсе, сăнаса тăраççĕ. Питĕ пысăк тав ăна. Халĕ учук Кама леш енчи чăвашсен уçă фестивалĕ шутланать. Ăна курма Тутарстан çыннисемпе кÿршĕ регионтисем çеç мар, ют çĕршывран та сахал мар килеççĕ.
Инна Ивановна хăйĕн ялĕнче, районĕнче те чăваш культурине аталантарма тăрăшать. Чăваш Республики те кун çинчен пĕлет паллах. Çавăнпа та Инна Альмуковăна Константин Яковлев ЧНК президенчĕ Николай Угаслов алă пуснă Хисеп хутне парса саламларĕ.
Евгений Ефимова та чăвашсен авалхи йăли килĕшрĕ. Халиччен ун пеккине курманскер питĕ тĕлĕнчĕ.
- Кунта чăвашсен миçе тĕрлĕ тумĕ, миçе тĕрлĕ юрри-кĕвви. Кашнине пăхса ытарма çук. Чăвашсем хăйсен культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварни, çамрăксем те аслисенчен юлманни мана калама çук савăнтарчĕ, - терĕ Президент Аппарачĕн ĕçченĕ. - Паян кунта "Президентпа пĕрле" юхăм та сирĕнпе пĕрле уяв ирттерет. Кăмăл тăвакан кашни çын хăйĕн вăйне виçме, ăмăртăва хутшăнма пултарать.
ТР Халăхсен ассамблейин Канашĕн председателĕн Фарид Мухаметшинăн çумне Николай Владимирова чăвашсем хамăр çын вырăннех хураççĕ. Вăл эпир ирттерекен кашни мероприятие хутшăнма тăрăшать, чăвашсен йăлисене те вĕренсе çитнĕскер кăмăллă сăмахсем каласа ыр сунать.
Николай Михайловичран яланах çĕнĕлĕх кĕтетĕн. Вăл кашни мероприятирех хăйнеевĕрлĕ сăмахсем каласа тĕлĕнтерет. Хальхинче те Патраклă культура çуртне инструмент туянма сертификат панă май чăвашла саламларĕ. Чĕлхене пăсмасăр сывлăх, ăнăçу, тăнăçлăх тата ытти ырă сăмахсем сунчĕ. Николай Владимиров крешĕнсемпе /тĕне кĕнĕ тутарсем/ чăвашсем пĕртăван пулнă тени пĕрре те иккĕлентермест.
Учук пăтти çиме вăхăт çитнине сиссе те ĕлкĕреймерĕмĕр. Патраклă ял тăрăхĕ тата депутатсем вăкăр туянса панă, уяв йĕркелÿçисем Киремете асăнса юн кăларнă. Учука пуçтарăннă çынсене пăтă çитерес тесе вунă хуран лартса янă. Çапла кĕлĕ вулама пĕлекен Галина Бикбова, Ультепи Васильева тата темиçе çын хурансене вăкăр ашĕ, рис, вир, хуратул кĕрпи тата çĕрулми ярса пăтă пĕçерчĕç.
Пăтă пиçсен Киремете пăтăпа, сăрапа сăйларĕç. Асăннă вăхăтра кашни çын хăйне, çемйине мĕн суннине сăмахпа каларĕ. Унтан тин пăтă тутанса пăхрĕ.
Учук пăттине çиме кăмăл тăвакансен черечĕ питĕ пысăк пулчĕ.
Пăтă çинипе уяв вĕçленмерĕ-ха, Константин Яковлев фестивале хутшăннă фольклор ушкăнĕсене диплом, парне парса чысларĕ.
Светлана САДЫКОВА.
Тутарстан.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас