«Капкăн» журналăн кăçалхи 12-мĕш номерĕ кун çути курчĕ
Хуплашкан 1-мĕш страницине С. Мусаевăн «Я уж подумал, что это дорожный знак!» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра - арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕсене сăнарлакан кулăш.
"Саккун сакки" рубрикăра суд материалĕсем пур. «Пултаракансемпе култаракансем» рубрикăра А. Мокинăн "Уйăх та вăтанчĕ вăл каç" кулăшла калавĕ вулакана кăсăклă пуласса шанатпăр.
"Йĕплĕ йĕркесем", "Пурнăç - пăрăç, хÿри - пăрăнăç", "Пулать вĕт" тата ытти рубрикăсенче интереслĕ материалсем чылай.
Çавăн пекех журналта Р. Волковăн калавĕсене вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.