Кашни ялах çĕнĕ сăн кĕртрĕмĕр

30 Çĕртме, 2015

Канаш районĕнчи Шаккăл ял тăрăхĕ Çĕнĕ Ахпÿрт, Шаккăл, Кивĕ Ахпÿрт ялĕсене пĕрлештерет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса кашнинчех палăк лартнă. Анчах çил-тăвăлпа йĕпе-сапана пула вĕсем арканса тĕпренме, сăнне çухатма тытăннă. Реликви евĕр ĕмĕр упранма тивĕçлĕ палăксене темиçе çул хушшинче пĕрре мар, тăтăшах пăхса тăма тивĕçлине лайăх ăнланатпăр-ха та. Юсама нухрат çитсе пымасть-çке. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ уявĕ тĕллеве пурнăçлама май пачĕ.

Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Степанов çине тăнипе пуçару ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Нимене хутшăннисем темиçе кунлăха сварщик, штукатур, маляр, тирпейлÿçĕ, тĕрлĕ ĕç тăвакан пулса тăчĕç. Палăксене чиперлетрĕç, тавралла тимĕр карта тытрĕç. Кунта халĕ сиреньсем, чечексем ешереççĕ. 90 çулти Татьяна Егорова сирень лартрĕ. Галина Кузьмина, Вячеслав Данилов, Александр Стекольщиков, Антонина Павлова, Галина Данилова уйрăмах тăрăшрĕç.

Тÿпемри çăлкуç шывĕпе Шаккăл халăхĕ савăнса усă курать. Анаталла хăйхальлĕн чиперех юхаканскере çынсем пăрăхпа киле кĕртнĕ. Шăрăхра пахча шăварма та меллĕ. Палăк таврашĕнчи чечексем те шывшăн антăхмаççĕ. Вырăскасси урамне 450 метр вак чул сарнă. Чиркÿкассипе Вырăскасси урамĕсене халĕ çĕнĕ кĕпер çыхăнтарать.

Светлана ИВАНОВА,

ял тăрăхĕн администрацийĕн

аслă специалисчĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.