Пĕр хут тÿлев
Амăшĕн капиталĕн шутĕнчен паракан пĕр хут тÿлеве мĕнле тивĕçмелле?
А.ИВАНОВА.
РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çемье капиталĕн шутĕнчен паракан пĕр хут тÿлеве уйăрмашкăн 2015 çулта экономикăна çирĕп аталантарассипе тата социаллă тăнăçлăхпа тивĕçтерес енĕпе чи малтан пурнăçламалли мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн палăртнă. Унăн виçи 20 пин тенкĕпе танлашать тата çав укçапа çемье хăй пĕлнĕ пек хуçаланать. Енчен те амăшĕн капиталĕпе усă курнă хыççăнхи сумма заявлени панă кун тĕлне асăннă виçерен пĕчĕкрех-тĕк, мĕн пуррине пĕтĕмпех куçараççĕ.
Ăна ыйтса çырнă заявление Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакансем - çемье капиталĕн хуçисем - сертификат правине илсе килнĕ ача хăçан çуралнине пăхмасăр пама пултараççĕ. Пĕр хут тÿлеве тивĕçмелли ирĕкпе асăннă документ пуррисем е ăна 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне илекенсем усă кураççĕ. Укçаллă пулас тесен вĕсен çитес çулхи март уйăхĕн 31-мĕшĕччен Раççей Пенси фончĕн территори органне е хăйсем пурăнакан çĕрти Нумай функциллĕ центра амăшĕн капиталĕн сертификачĕн серийĕпе номерне тата унăн хуçин СНИЛС карточкин номерне кăтартса çырнă заявление çитермелле. Унпа пĕрле çак документсем кирлĕ:
l çын кам пулнине ĕнентерекен документ /тĕслĕхрен, паспорт/*
lРаççей кредит организацийĕнче уçнă счетăн реквизичĕсене çирĕплетекен документ /укçана унта куçарса параççĕ/.
Çумра амăшĕн капиталĕн сертификачĕ тата СНИЛС карточки пулмалла.
РФ Пенси фончĕ ыйтăва ăнăçлă татса парсан амăшĕн капиталĕн шутĕнчен пĕр хут паракан тÿлеве заявлени çырнă кунран икĕ уйăх иртиччен счет çине куçараççĕ.
Сăмах май, ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелли программăпа килĕшÿллĕн 2007 çултанпа амăшĕн капиталĕн сертификатне пирĕн республикăри 60 пин ытла çемье илнĕ. Вĕсен çуррийĕ ытла çав укçапа усă курнă - 37 пин заявление тивĕçтернĕ. Чылайăшĕ пурăнмалли хваттер условийĕсене лайăхлатнă: ипотека кредитне саплаштарма, çурт-йĕр туянма, строительство организацийĕсене хутшăнтармасăр çурт çĕклеме е ăна çĕнетсе юсама, çурт строительствин пайне кĕме, маларах туса лартнă е реконструкциленĕ пÿрт тăкакĕсене компенсацилеме 12,6 млрд тенкĕ тăкакланă.
Аслă ачисене институт-университетра, колледжра вĕрентмешкĕн, пĕлÿ илнĕ вăхăтра общежитире усрамашкăн, пĕчĕккисене ача садне çÿретмешкĕн 40,6 млн тенкĕ куçарса панă.
Амăшĕн капиталне тата унăн усă курмасăр юлнă суммине инфляци шайне шута илсе çулленех ÿстереççĕ. Саккун вăй илнĕренпе унăн виçи икĕ хута яхăн пысăкланса кăçал 453,26 пин тенкĕпе танлашнă.
Комментари хушас