Archive - Кăрлач 2015 - Хыпар

январь 15th

15 Кăрлач, 2015

Çĕнĕ ăратлă чăхсем Кохинхин, Брама, Орпингтон

Пĕлĕшĕм илемлĕ пысăк чăхсем ĕрчетме пуçларĕ - Брама. «Тата ун евĕрлĕ урăх ăратсем те пур, ашĕ те, çăмарти те аван», - тет. Тĕплĕнрех çырса кăтартаймăр-ши вĕсем çинчен?

С.ТРОФИМОВА.

Шăмăршă.

Брама ăратлă чăхсен тăван çĕршывĕ - Инди. Çак ăратăн автанĕсем питĕ хитре, пысăк, чĕрĕ виçи 4-5 кг яхăн, чăххийĕ - 3,5 кг. Чĕпĕсем хăвăрт çитĕнеççĕ, çулталăкне 120 çăмарта тума пултараççĕ. Ăрата ашлăх тĕллевпе кăларнă.

15 Кăрлач, 2015

Кивĕ турaшпа мĕн тумалла?

Аппа Турра ĕненетчĕ. Хăй пурнăçран уйрăлса кайрĕ, иконăсем питĕ нумай юлчĕç. Мĕн тумалла çав турăшсемпе?

Р.ХОРАСКИНА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ.

Кивĕ турăшсене, тĕн календарĕсене /чиркÿрен туяннă пулсан/, юрăхсăра тухнă, кивелнĕ Библи кĕнекисене чиркĕве кайса памалла. Унта вĕсене тĕн йăли-йĕркипе ятарлă кăмакара çунтараççĕ. Сире уншăн çылăх пулас çук, никам та тĕлĕнсе пăхмĕ.

15 Кăрлач, 2015

Банан хуппи усăллă

Банана тасатса хуппине çÿпĕ витрине вăркăнтарнă чухне хамăр йăнăшнине чухламастпăр та. Банан хуппи те сахал мар усă кÿме пултарать иккен.

Банан хуппи тĕксĕмленнĕ кĕмĕл савăт-сапана тасатма лайăх. Ăна блендерпа вĕтетмелле, шăл пасти пек пуличчен шыв хушмалла. Çак хутăша çемçе пусмапа илмелле те кĕмĕл япаласене сăтăрмалла. Тĕксĕм тĕс тасалсан банан юлашкине çуса ярăр та çемçе татăкпа шăлса типĕтĕр.

Çутçанталăк кÿнĕ çусен пахалăхне кура банан хуппи тир-сăран атă-пушмака тасатма юрăхлă. Банан хуппин шал енĕпе пушмака сăтăрăр, унтан типĕ пусма таткипе якатăр.

январь 14th

14 Кăрлач, 2015

"Хыпар", 3 /26659/ №. 14.01.2015

Çÿл тÿпери чăн çăлтăр. К.В.Иванов çулталăкĕ те, Литература çулталăкĕ те питĕ кирлĕ.

Сĕтĕн сутлăх хакĕ ял çыннине тивĕçтертĕр!

Çурçĕрте - Акатуй, Çĕпĕрте - Сурхури... Урал хыçĕнче, Çĕпĕрпе Çурçĕрте, чăвашсем йышлăн пурăнаççĕ.

«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех! Вунă çул каярах, 2004 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче, Министрсен Кабинечĕ халăхăн юратнă журналне "Ялава" хупса хучĕ.

«Эпир каçсанах кĕпер йăтăнса анчĕ...» Вăрçăран тарса килнисене пулăшма майсем çителĕклĕ-и пирĕн?

Искусство валлиех çуралнă. Светлана Гордеева сăввисем мана питĕ килĕшеççĕ...

«Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ...» Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă "Манăн çăлтăр тÿпере" кĕнеке-альбом вара ыттисен йышĕнче хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать тенĕ пулăттăм. Унăн авторĕ - Петĕр Хусанкай. Анчах ку чаплă поэтăмăр хăй мар, кĕнекене унăн мăнукĕ пухса хатĕрленĕ.

Вуншар яшпа хĕре спортăн анлă çулĕ çине кăларнă. Мухтавлă тренер сумлă юбилейне уявлать

 

 

 

14 Кăрлач, 2015

Çÿл тÿпери чăн çăлтăр

Чăн сăмах. Чат хамăрла сăнарласа хаклани - чăвашшăн тĕлĕнмелле чи сумлă та сăваплă çын вăл хăйĕн ятне пĕр произведенийĕпех ĕмĕрсем валли вилĕмсĕрлетнĕ Константин Иванов. 16-17 çулти каччă çырнă "Нарспи" поэма паянхи кун та чăвашсене çеç мар, тĕнчери вуншар халăха килентерет, тĕлĕнтерет, калаçтарать. Паллах, унăн ытти хайлавĕ те тарăн пĕлтерĕшлĕ, пирĕншĕн хаклă, çапах та тÿпе шайне çĕкленнĕ "Нарспи" - пирĕн сывлăш, чун, чăн юрату. Эпĕ хама çак произведенисĕр питĕ кичем туятăп. Тăван ялти шкул пурнăçне аса илсенех "Нарспи" сыпăкне пăхмасăр вĕреннĕ самант куç умне тухса тăрать.

14 Кăрлач, 2015

Сĕтĕн сутлăх хакĕ ял çыннине тивĕçтертĕр!

Пахалăха лайăхлатмалла

Ĕне усракансем сĕт хакĕ çулла ÿкнине, хĕлле хăпарнине лайăх пĕлеççĕ. Сĕт çулла нумайрах антарать ĕне, хĕлле сахалрах, анчах ялхуçалăх кунĕсенче кашни килограмран тупăш сахалрах илеççĕ. Сĕт лавккасенче те йÿнелмелле пек. Анчах хака чакармаççĕ.

Ял тăрăхĕсенче вăл тĕрлĕрен йĕркеленет. Продукци пуçтаракансем инçетри яла 30-50 литр сĕтшĕн автомашина хăваласа услам нумай илеймеççĕ. Куллен 300-500 литр сĕт пуçтаракан ялтан тупăш самаях тăвать. Килти хуçалăхсем те тупăш ытларах илеççĕ.

14 Кăрлач, 2015

Çурçĕрте - Акатуй, Çĕпĕрте - Сурхури...

Чăвашшăн Тăванлăх - пурнăç никĕсĕ

Муравленко. Çурçĕр тăрăхĕнчи çак хула ятне паянхи кун илтмен çын çук та пулĕ. Маншăн вăл чăвашсен наципе культура автономийĕн «Пĕрлелĕх» обществинчи чăвашсемпе тата вĕсен ертÿçипе Анатолий Николаевич Ефремовпа /сăнÿкерчĕкре сылтăмра/ çыхăннă. Эпĕ вĕсемпе ЧНК 8-мĕш съезчĕ умĕн паллашрăм. Ун чухне мана Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ делегатсене кĕтсе илме хушнăччĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ пулин те Анатолий Николаевичпа, вăл ертсе пыракан обществăн хастарĕсемпе уйăхра пĕрре те пулин çыхăнатпăрах. Нумаях пулмасть Анатолий Николаевич хăй шăнкăравларĕ, Чăваш Енри хыпарсемпе интересленчĕ.

14 Кăрлач, 2015

«Сунтал»-и, «Ялав»-и - журналĕ кирлех!

Нушаллă, выçă-тутăллă 1924 çулта çуралса тухнă "Сунтал" тăван халăх пурнăçĕнче паян та манмалла мар йĕр хăварнă, халăх ăс-тăнне çутта туртса хăпартнă. "Сунталăн" кирек хăш кăларăмне пăхсан та унăн чĕрĕ хастарлăхĕ паян, тухма пуçланăранпа 90 çул иртсен, тÿрех уççăн курăнса тăрать!

14 Кăрлач, 2015

Ашшĕн тăван тăрăхне килĕштернĕ

Республикăри 15 çамрăка çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатурине ăсатма пынисен хушшинче камуфляж тум тăхăннă çамрăк çын куç тĕлне пулчĕ. Кăкăрĕ çинче - çар наградисем. Паттăрлăх орденне асăрхасан шалти туйăм тÿрех унпа паллашма хистерĕ.

Денис Антонов Мускавра çуралнă. Воронеж облаçĕнчи Грибановка районĕнчи Чичерино поселокĕнче ÿснĕ, унтанах çар ретне тăнă. Малалла вулас...

Pages