Çурçĕрте - Акатуй, Çĕпĕрте - Сурхури...

14 Кăрлач, 2015

Чăвашшăн Тăванлăх - пурнăç никĕсĕ

Муравленко. Çурçĕр тăрăхĕнчи çак хула ятне паянхи кун илтмен çын çук та пулĕ. Маншăн вăл чăвашсен наципе культура автономийĕн «Пĕрлелĕх» обществинчи чăвашсемпе тата вĕсен ертÿçипе Анатолий Николаевич Ефремовпа /сăнÿкерчĕкре сылтăмра/ çыхăннă. Эпĕ вĕсемпе ЧНК 8-мĕш съезчĕ умĕн паллашрăм. Ун чухне мана Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ делегатсене кĕтсе илме хушнăччĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ пулин те Анатолий Николаевичпа, вăл ертсе пыракан обществăн хастарĕсемпе уйăхра пĕрре те пулин çыхăнатпăрах. Нумаях пулмасть Анатолий Николаевич хăй шăнкăравларĕ, Чăваш Енри хыпарсемпе интересленчĕ.

Урал хыçĕнче, Çĕпĕрпе Çурçĕрте, чăвашсем йышлăн пурăнаççĕ. Вĕсем çак вырăнсене 1970-1980 çулсенче Тюмень облаçĕн газпа, нефтьпе пуян районĕсенче хĕрÿ ĕçсем пуçлансан Чăваш Енрен, Пушкăртстанран, Тутарстанран тата Самар облаçĕнчен куçса кайнă. Хăйсем тĕрлĕ хулапа ялта вырнаçнă пулин те вĕсене тăван чĕлхе, тăван йăла-йĕрке çирĕп чăмăртаса тăрать, пĕрлĕхсене пухăнма, илемлĕ уявсемпе Акатуйсем ирттерме, тĕлпулусем йĕркелеме хистет. Вĕсен юрă-ташă ушкăнĕсем, культура автономийĕсем «Тăван» ассоциацие чăмăртаннă. Малалла вулас...

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.