Зоя ЛУКИНА

14 Кăрлач, 2015

Çурçĕрте - Акатуй, Çĕпĕрте - Сурхури...

Чăвашшăн Тăванлăх - пурнăç никĕсĕ

Муравленко. Çурçĕр тăрăхĕнчи çак хула ятне паянхи кун илтмен çын çук та пулĕ. Маншăн вăл чăвашсен наципе культура автономийĕн «Пĕрлелĕх» обществинчи чăвашсемпе тата вĕсен ертÿçипе Анатолий Николаевич Ефремовпа /сăнÿкерчĕкре сылтăмра/ çыхăннă. Эпĕ вĕсемпе ЧНК 8-мĕш съезчĕ умĕн паллашрăм. Ун чухне мана Тюмень тăрăхĕнчен килнĕ делегатсене кĕтсе илме хушнăччĕ. Унтанпа вăхăт самаях иртрĕ пулин те Анатолий Николаевичпа, вăл ертсе пыракан обществăн хастарĕсемпе уйăхра пĕрре те пулин çыхăнатпăрах. Нумаях пулмасть Анатолий Николаевич хăй шăнкăравларĕ, Чăваш Енри хыпарсемпе интересленчĕ.