«Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ...»

14 Кăрлач, 2015

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай пултарулăхĕпе пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сахал мар çырнă, кĕнекесем те тухнă. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă "Манăн çăлтăр тÿпере" кĕнеке-альбом вара ыттисен йышĕнче хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрса тăрать тенĕ пулăттăм. Унăн авторĕ - Петĕр Хусанкай. Анчах ку чаплă поэтăмăр хăй мар, кĕнекене унăн мăнукĕ пухса хатĕрленĕ. Вăл та аслашшĕн ячĕпех çÿрет.

Çамрăк Петĕр Хусанкай умсăмахра çапла çырать: "Эпĕ хамăн асаттене нихăçан та курман, мĕншĕн тесен эпĕ вăл леш тĕнчене кайнă хыççăн çичĕ çултан çеç çуралнă. Çапах та ăна мĕн пĕчĕкренех пĕлсе тăнă, мĕншĕн тесен пирĕн çуртра, çемьере унăн чунĕ яланах çÿренĕ. Ăна унăн сăввисем, асаннепе атте каласа кăтартнă тăрăх туйса тăнă. Унăн ячĕпе тата хушамачĕпе çÿреме тивнĕшĕн мăнаçланатăп. Сăнран эпĕ асатте пек тенине те илтнĕ..."

Автор шухăшĕпе кĕнекен тĕп тĕллевĕ - Хусанкайăн поэтла сăнарне тата куçпа куракан сăнарне /сăнÿкерчĕксенче, живопиç тата графика портречĕсенче/ пĕр "тĕвве" пĕтĕмĕшле илесси. Тепĕр самант - ăна ахаль çын пек, çемье пурнăçĕнче кăтартса парас тени. Ку енĕпе унăн кун-çулĕн тĕрлĕ тапхăрĕнчи - Сиктерме ялĕнчи, Хусанта вĕреннĕ вăхăтри, Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи, Шупашкарти - пурнăçне уçса панă. Çавна май халăх поэтне хăйĕнпе пĕр шухăшлисен, тусĕсемпе юлташĕсен, вĕренекенĕсен - Митта Ваçлейĕ, Петр Чичканов, Геннадий Волков, Геннадий Айхи... - хушшинче куратпăр.

Палăртса хăвармалла: мухтавлă аслашшĕ çинчен Петĕр Хусанкай 2006 çултах çырма пуçланă, кĕнекен пĕрремĕш вариантне Чăваш наци музейĕ Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премине те илме тăратнă пулнă. Проекта пурнăçа кĕртме ăна ун чухне Ангелина тата Халиль Гайнутдиновсем нумай пулăшнă, Сергей Журавлев фотокорреспондент сăнÿкерчĕксемпе ĕçленĕ.

Кĕнеке халăх поэчĕн "Призванье - это одержимость" автобиографи очеркĕпе уçăлать. Петр Петровичăн пĕр сăввинчи çак йĕркесем унăн ĕçĕн, пурнăçĕн тĕп тĕллевне яр уççăн палăртаççĕ:

...Чăваш хăйне "чăваш эп" тенĕ чух

Кĕнекери кăвар пек сăмаха

Истори сивĕ кĕлĕ витес çук.

Вăл усрĕ хăй вутне нумайлăха.

Пăхăрпала тăхлан пăтрашăнса

Илемлĕ, çирĕп бронза пулнă пек

Çак хамăршăн ытарайми таса

Чĕлхемĕр те çухалмĕ пĕтĕмпех.

...Страница хыççăн страница уçатăп. Вăл е ку кĕнекере е хаçат-журналта тĕл пулнă сăнÿкерчĕксем, портретсем, асаилÿсем тухаççĕ. Акă, поэт - шкул ачисен хушшинче, тăван ялĕнче, ĕçтешĕсемпе...

Çамрăк чăваш поэчĕсене каланă сăмахне те /1969 çул, ноябрь/ кĕнекене кĕртни питĕ вырăнлă. Вăл паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ:

"...Эсир наци малашлăхĕшĕн сăмах тытмалли çынсем. "Халăхсене вĕсен литературипе виçеççĕ", - тенĕ Виктор Гюго. Чăваша малашне сирĕнпе виçĕç. Сулмаклăрах пусасчĕ сирĕн çав тараса çине!" Çак сăмахсем çумне тата мĕн хушăн?

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.