"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 1 /798/ №, 15.01.2015
Çĕнĕ ăратлă чăхсем Кохинхин, Брама, Орпингтон. Пĕлĕшĕм илемлĕ пысăк чăхсем ĕрчетме пуçларĕ - Брама. «Тата ун евĕрлĕ урăх ăратсем те пур, ашĕ те, çăмарти те аван», - тет. Тĕплĕнрех çырса кăтартаймăр-ши вĕсем çинчен. С.ТРОФИМОВА. Шăмăршă.
Кивĕ турaшпа мĕн тумалла? Иконăсем питĕ нумай юлчĕç. Мĕн тумалла çав турăшсемпе?
Çĕнĕ ăратлă чăхсем Кохинхин, Брама, Орпингтон
Пĕлĕшĕм илемлĕ пысăк чăхсем ĕрчетме пуçларĕ - Брама. «Тата ун евĕрлĕ урăх ăратсем те пур, ашĕ те, çăмарти те аван», - тет. Тĕплĕнрех çырса кăтартаймăр-ши вĕсем çинчен?
С.ТРОФИМОВА.
Шăмăршă.
Брама ăратлă чăхсен тăван çĕршывĕ - Инди. Çак ăратăн автанĕсем питĕ хитре, пысăк, чĕрĕ виçи 4-5 кг яхăн, чăххийĕ - 3,5 кг. Чĕпĕсем хăвăрт çитĕнеççĕ, çулталăкне 120 çăмарта тума пултараççĕ. Ăрата ашлăх тĕллевпе кăларнă.
Кивĕ турaшпа мĕн тумалла?
Аппа Турра ĕненетчĕ. Хăй пурнăçран уйрăлса кайрĕ, иконăсем питĕ нумай юлчĕç. Мĕн тумалла çав турăшсемпе?
Р.ХОРАСКИНА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Кивĕ турăшсене, тĕн календарĕсене /чиркÿрен туяннă пулсан/, юрăхсăра тухнă, кивелнĕ Библи кĕнекисене чиркĕве кайса памалла. Унта вĕсене тĕн йăли-йĕркипе ятарлă кăмакара çунтараççĕ. Сире уншăн çылăх пулас çук, никам та тĕлĕнсе пăхмĕ.
Кăшарни - Крещени
Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине палăртаççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн 12 чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл.
Банан хуппи усăллă
Банана тасатса хуппине çÿпĕ витрине вăркăнтарнă чухне хамăр йăнăшнине чухламастпăр та. Банан хуппи те сахал мар усă кÿме пултарать иккен.
Банан хуппи тĕксĕмленнĕ кĕмĕл савăт-сапана тасатма лайăх. Ăна блендерпа вĕтетмелле, шăл пасти пек пуличчен шыв хушмалла. Çак хутăша çемçе пусмапа илмелле те кĕмĕл япаласене сăтăрмалла. Тĕксĕм тĕс тасалсан банан юлашкине çуса ярăр та çемçе татăкпа шăлса типĕтĕр.
Çутçанталăк кÿнĕ çусен пахалăхне кура банан хуппи тир-сăран атă-пушмака тасатма юрăхлă. Банан хуппин шал енĕпе пушмака сăтăрăр, унтан типĕ пусма таткипе якатăр.