Çĕнĕ ăратлă чăхсем Кохинхин, Брама, Орпингтон

15 Кăрлач, 2015

Пĕлĕшĕм илемлĕ пысăк чăхсем ĕрчетме пуçларĕ - Брама. «Тата ун евĕрлĕ урăх ăратсем те пур, ашĕ те, çăмарти те аван», - тет. Тĕплĕнрех çырса кăтартаймăр-ши вĕсем çинчен?

С.ТРОФИМОВА.

Шăмăршă.

Брама ăратлă чăхсен тăван çĕршывĕ - Инди. Çак ăратăн автанĕсем питĕ хитре, пысăк, чĕрĕ виçи 4-5 кг яхăн, чăххийĕ - 3,5 кг. Чĕпĕсем хăвăрт çитĕнеççĕ, çулталăкне 120 çăмарта тума пултараççĕ. Ăрата ашлăх тĕллевпе кăларнă.

Брама евĕрлĕ Кохинхин тата Орпингтон ăратлă чăхсем пур. Вĕсем те кÿлепипе пысăк, аш валли кăларнă ăратсем шутланаççĕ. Çапах та çăмартине те аванах параççĕ - çулталăкне 110 çăмарта. Кохинхин, Брама чăххисем апата тиркемеççĕ, хĕллехи сивĕсенче те аптрамаççĕ. Хĕллехи вăхăтра витене таса улăм сарса памалла, кун вăрăмăшĕ кĕске чухне электричество лампипе çутă вăхăта 10 сехете яхăн тăсни чăхсене хĕлле те çăмарта тума май парать. Çутăна çĕрле сÿнтермелле, унсăрăн чăхсем кунпа çĕре арпаштарма пуçлаççĕ çеç мар, чирлесе кайма та пултараççĕ. Чăхсене хĕллехи вăхăтра уçăлма кăлармалли карта пулмалла.

Брама ăратлă чăхсем çутă кĕмĕл, ылтăн сарă-хăмăр, сарă-сенкер тĕслисем пулаççĕ. Хĕллехи вăхăтра çăмарта тума пултарнипе паллă.

Кохинхин ăратăн тăван çĕршывĕ - Китай. Вĕсем пĕчĕк, илемĕшĕн тытакан чăхсем пулнă. Каярах селекционерсем ятарлă аш валлилĕх ăрат кăларнă. Кохинхин автанĕсем 4-5 кг, чăххисем 3-4 кг таяççĕ. Çулталăкне 110 çăмарта параççĕ. Кохинхин чĕпписем хăвăрт ÿсеççĕ, виçĕ эрнерен пуçласа апата выльăх çăвĕ хушса пама юрать. Чĕпĕсем виçĕ уйăха çитнĕ тĕле апата çу хушмасан аванрах. Ытлашши çу чĕпĕсене мăнтăрлатса яма пултарать. Мăнтăр чăхсем çăмарта тăвасшăнах мар. Чăпар, кĕл пек кăвак, симĕссĕн йăлтăртатакан хура тĕслисем пулаççĕ. Пĕтĕм чăхсенни пекех автанĕсем япшартарах та илемлĕрех.

Орпингтон ăрат - Англирен. Вĕсем пысăк та илемлĕ, лăпкă. Апата тиркемеççĕ. Автанĕсем - 4-4,5 кг, чăхсем - 3-3,5 кг. Çулталăкне 130 çăмарта тăваççĕ. Хăвăрт çитĕнеççĕ. Орпингтонсене хĕллехи вăхăтра хÿтлĕх кирлĕ. Витере 10 градус ăшă пулсан вĕсем хĕлле те çăмарта тума пăрахмаççĕ.

Сăнласа панă чăхсен ăрачĕсене халĕ ятарлă фермăсенче çеç мар, килти хуçалăхсенче те тытаççĕ. Вĕсем тупăшлă, кил картине илем кÿрекен чĕрчунсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.