Банан хуппи усăллă

15 Кăрлач, 2015

Банана тасатса хуппине çÿпĕ витрине вăркăнтарнă чухне хамăр йăнăшнине чухламастпăр та. Банан хуппи те сахал мар усă кÿме пултарать иккен.

Банан хуппи тĕксĕмленнĕ кĕмĕл савăт-сапана тасатма лайăх. Ăна блендерпа вĕтетмелле, шăл пасти пек пуличчен шыв хушмалла. Çак хутăша çемçе пусмапа илмелле те кĕмĕл япаласене сăтăрмалла. Тĕксĕм тĕс тасалсан банан юлашкине çуса ярăр та çемçе татăкпа шăлса типĕтĕр.

Çутçанталăк кÿнĕ çусен пахалăхне кура банан хуппи тир-сăран атă-пушмака тасатма юрăхлă. Банан хуппин шал енĕпе пушмака сăтăрăр, унтан типĕ пусма таткипе якатăр.

Шăрпăк кĕнĕ пулсан кăларма май çук тăк çав тĕле банан хуппине шал енĕпе хумалла. Пĕр талăка яхăн пластырьпе çыпăçтармалла. Бананри сиплĕ хутăшсем шăрпăка ÿтрен туртса илеççĕ, сурана сиплеççĕ.

Ăнсăртран хĕвелпе ытларах пиçсе кайсан, вăрăмтуна çыртсан, ал-урана шăйăрттарсан каллех банан хуппи пулăшать. Хупăри ферментсем ыратнине ирттереççĕ, сурана сиплеççĕ. Суран тĕлне е пиçнĕ, вăрăмтуна çыртнă вырăна банан хуппи çыхса хумалла. Ыратни лăпланать, ÿт хăвăртрах сипленет. Псориазран, питри шатрашкасенчен хăтăлма та пулăшать вăл. Тимреленекен вырăнсене банан хуппипе сăтăрмалла. Шатрашкасене те çаплах сăтăрмалла. Темиçе кун сипленнĕ хыççăн ÿт тасалнине туятăр.

Банан хуппи ÿтшĕн лайăх. Пите, мăя, хулсене сăтăрăр. Вăл питри пĕркеленчĕксене пĕтерме, ÿте апатлантарма пулăшать. Банан хуппине чечек шăварма хатĕрленĕ шыва ярса лартăр, пĕр-икĕ кунран çак шывпа чечексене шăварăр. Чечекшĕн вăл паха удобрени. Унта кали, магни, кальци микроэлеменчĕсем пур.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.