Артемпа Настя - юратнă ятсем
Ача çут тĕнчене килни кашни çемьешĕнех пысăк хĕпĕртев. Шупашкарта пĕрремĕш çур çулта 4068 пепке çуралнă. Республикăн тĕп хули 2117 арçын ачапа тата 1951 хĕр ачапа "пуянланнă". 43 çемье - йĕкĕреш çуралнине паллă тунă. Пĕр çемьене вара харăсах виçĕ "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ.