Хыпаланма кирлех-ши?

8 Утă, 2014

Вăхăт чупнине хÿме тытса чараймăн, малаллах ыткăнать вăл. Тин çеç кăçал ытти çултинчен раснарах - хĕвеллĕрех те ăшăрах - килнĕ çу уйăхĕ пуçланнăччĕ. Халĕ ав çумăрлăрах та сивĕрех çĕртме те хыçа юлчĕ. Этем те хăйĕн ĕмĕрĕнче ялан васкать. Хыпкаланать, вĕткеленет, пĕтĕрĕнет, çаврăнать. Хыпаланнă чухне вара чи кирли, чи хакли, чи пахи, чи савăкки асăрхамасăр юлать. Тепĕр чухне хитре чечеке е курăка таптаса каçса каятпăр. Унăн илемĕпе, хитрелĕхĕпе киленме мар, вăл усăллă та сиплĕ пулнине те чухламастпăр.

Эпир хулара-и, ялта-и - пирĕн яланах ĕç нумай. Çурт çĕклемелле, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, çĕр улми çумламалла, утă хатĕрлемелле... Яланах тăрăнса кайиччен ĕçлемелле. Ара, чăваш ĕçлекене ытларах хисеплет-çке. Эпĕ те ялта çитĕннĕ. Аттепе анне тем пек ĕшенсен те кăнтăр вăхăтĕнче нихăçан та выртса канма ирĕк паман. Халĕ те маншăн хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра пуçа минтер çине хурасси намăс ĕç пек туйăнать.

«Çĕр пуйтармасть те, вĕлермест те», - тени тĕрĕсех çав. Вĕлле хурчĕ пек тăрăшса ĕçлетпĕр пулин те ытлăх-çитлĕх питех мар. Сăлтавĕ ĕçе ăнтарма пĕлменнинче мар, самани ку чухне çапларах. Апла тăк тĕпĕртетни пит кирлех-ши? Тăван тăрăх, çут çанталăк илемĕпе киленме те, çав ĕлккенлĕхе ÿстерсе пыма та вăхăт тупмалла. Эх, мăнтарăн ял çыннин çут çанталăк улшăнăвне сăнама вăхăт та çук. Эпир, ялта ÿссе халĕ хулара пурăнакансем, хамăрăн «пĕчĕк çĕр-шывăмăра» кайсан çут çанталăк илемĕпе каçса кайса киленетпĕр. Мăрьерен тĕтĕм тухни те, шыв шăнкăртатни те, куккук авăтни те, пĕвере пулăсем «выляни» те, ирсерен сывлăм ÿкни те, асамат кĕперĕ хăйĕн айĕнчен тухма кăчăк туртни те, çырма хĕррипе утнă чухне сăмсана эрĕм шăрши кăтăклани те... йăлтах ытла та хаклă, ытла та паха маншăн.

Пăла хĕрринче пурăнни пире çут çанталăкпа туллин киленме май парать. Мĕнле кăна кайăк-кĕшĕк, мĕнле кăна пулă çук-ши кунта? Сывлăшĕ те питĕ хăйне евĕр. Талăкăн кашни вăхăтĕнче расна-ха тата. Калăпăр, ирсерен уçăрах вăл. Хĕвел ансан «çырма шăрши» сарăлать. Симпылпа танлаштарас килет ăна. Шыв, хăва, кĕрен чечек, тĕрлĕ курăк шăрши - йăлт пĕрлешнĕ унта.

Ах, Пăлаçăм Пăла, юратнă Пăла! Тап-таса шывна васкаса хăвалатăн эсĕ Сĕве аппу патне. Хăйăр çинче выртакан шапа хуранĕсем çаплах курăнаççĕ! Пăла хĕрринчи хăва вĕтлĕхĕнче шăпчăк та, куккук та йышлă. Шапа та авăтать. Кăçал чарлан та иленчĕ. Вăрăм мăйне тăсса ярăнса вĕçет вăл Пăла тăрăх. Çывăхрах ав интереслĕ сасă кăларакан пилеш кайăкĕ. Çыран хĕрринчи ватă йăмра çине шурă-хура пăнчăллă çунатлă тус йăва тунă. Çывăха пырса тăрсан хăйĕн чĕлхипе каçса кайса «ятлать» вăл.Чĕпписене сиен кÿресрен шикленет. Çак кунсенче вара халĕччен курман хитре кайăка асăрхарăм. Сап-сарăскер, хура сăмсаллăскер карта юпи çине пырса ларчĕ те унталла-кунталла васкамасăр «куç ывăтрĕ». Те саркайăк ĕнтĕ вăл, те пыл хуртне çиме кăмăллакан çутă чăпар кайăк /щурка/ ... Каçсерен Пăлара темле кайăк кушак çури пек сасă парать... Чăн та, сăнама, курма пĕлсен мĕнле кăна чĕрĕлĕх, ытарлăх çук кунта!

Çапла, пĕр илемлĕ кун: «Çитет васкаса!» - терĕм. Ачасене çавăтрăм та хир курма каятпăр терĕм. Куç валли, чун валли хĕпĕртев пултăр терĕм. Тыр-пул, сиплĕ курăк ячĕсене пĕлмеллех-çке вĕсен!

Уя тухсан уй куртăмăр. Хирте тыр-пул хушшинче утмăл турат пухрăмăр. Нумай çул ÿсекен курăк хушшинче сив курăкĕн /пăру хÿрин/ кăвак чечекне татрăмăр. Сап-сарă чечеке ларнă илепер курăкĕн пуссинче эмел курăкĕн ытамне лекрĕмĕр. Çыран çинче утмăл турат чечекĕ илĕртрĕ.

Унтан пĕлĕтсене сăнас терĕмĕр. Çурăм çине выртрăмăр та тачка «шурă сурăхсем» ăçталла васканине «тишкертĕмĕр». Мĕнешкел хĕпĕртев çакă маншăн! Ачаран çапла «çÿлти тĕнчене» выртса сăнама кăмăллатăп. Сиплĕ чей курăкĕ пухасси вĕçленмерĕ-ха, хыр вăрманне те çитрĕмĕр. Хурăн çырли çулçипе сар çип ути татрăмăр. Кунта урăх сывлăш, урăх тĕнче. Киле ывăнса таврăнтăмăр пулин те - кăмăл савăк.

Илемлех çав пирĕн тăрăх! Çак хитрелĕхе курма май килни вара савăнăç. Çак ырра туякан çынна та усал сунмасть. Техника ĕмĕрĕнче эпир çут çанталăкпа сайра кăсăкланма пуçларăмăр. Хăшĕ-пĕри вăрмана е шыв хĕррине шашлăка кăна каять. Йывăç лартасси, юхан шыва тасатасси манăçса пырать. Каккуй йывăç лартма, пĕр-пĕринпе те сайра курнăçатпăр халĕ. Карас телефонĕпе, скайппа калаçнипе çырлахатпăр мар-и? Капла пĕр-пĕринпе курнăçмасан чунсăрланса хаярланса пырасси куç кĕрет. Эпир Çĕр чăмăрĕ çинче шутсăр йышлăн, çав вăхăтрах кашни çын пĕччен. Харпăр хăй тĕнчинче пурăнать. Мĕнлерех вăл тĕнче - йăлтах хамăртан килет.

 

n Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.