Комментари хушас

8 Утă, 2014

Тÿлемеллине тÿлесшĕн мар

Ачаллă граждансене тÿлекен пособисен, вĕренекен çамрăксене паракан стипендисен виçи темле пысăк тееймĕн, анчах нумайăшĕшĕн çак укçа та - лайăх тĕрев. Апла тăк ăна вăхăтра тата туллин тÿлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шел, хăш-пĕр çĕрте тÿлесшĕн мар - çакна республика прокуратури ирттернĕ тĕрĕслевсем çирĕплетеççĕ.

Чылай предприятипе организаци пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсен тата студентсен пособисемпе стипендисене вăхăтра илмелли прави çине алă сулать. 2013 çулта тата кăçал прокурорсем саккунăн çак требованине пăснин 70 ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Тĕрĕслевсен кăтартăвĕсене тĕпе хурса 17 представлени çырнă, должноçри 14 çынна - дисциплина енĕпе, 4 çынна административлă майпа явап тыттарнă, суда 28 тавăç тăратнă.

Ĕç паракансем ача 1,5 çула çитиччен уншăн уйăхсерен паракан пособие, çие юлнă май тата ача çуратсан паракан пособие тÿлемен тĕслĕх пушшех нумай. Калăпăр, тĕп хулари Мускав районĕн прокурорĕ "МТУ-Хлеб 2" ОООра 1,5 çул тултарман ачасен амăшĕсене, икĕ хĕрарăма, пособи паманнине тупса палăртнă. Административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă май ку çитменлĕхе пĕтернĕ, предприятин тĕп бухгалтерне дисциплина енĕпе явап тыттарса асăрхаттарнă, юридици вăйĕнчи тытăма 30 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çакнашкал тĕслĕхсене Элĕк, Патăрьел, Красноармейски, Муркаш, Шупашкарти Ленин тата Калинин районĕсенче те тупса палăртнă.

Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп хулари Калинин районĕнчи социаллă пулăшу кÿрекен центрĕнче вара ача пособине тĕрĕс мар шутласа пани палăрнă, хĕрарăма 50 пин тенкĕ ытлашши тÿленĕ.

Стипенди тĕлĕшпе те ыйтусем çуралаççĕ. Сăмахран, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисен шутĕнчи çамрăка патшалăхăн социаллă стипендине паман. Ку тĕслĕхре те техникум директорĕн ячĕпе представлени çырнă май вĕренÿ учрежденийĕ стипенди тÿлеме шантарнă. Вăхăт иртнĕ, анчах сăмахне тытман. Прокуратура тепĕр хут тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн тăлăх валли социаллă стипенди шыраса илме суда тавăç тăратнă, суд ыйтăва тивĕçтернĕ, айăплисем явап тытнă.

Кÿкеçри 27-мĕш профучилищĕре те патшалăхăн академи стипендине вăхăтра тÿлемен тата тÿлеме иртерех пăрахнă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Каллех прокурорăн хушша кĕме тивнĕ.

Прокуратура асăннă сферăри надзор мероприятийĕсене малашне те ирттерĕ.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.