Комментари хушас

8 Утă, 2014

Тĕслĕхлĕ мăшăрсене чысланă

25 çултан ытларах пĕрле пурăнакан, ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă, ачисене тивĕçлĕ воспитани панă мăшăрсене Çемьепе, юрату тата шанчăклăх кунĕнче "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чысласси йăлана кĕнĕ.

Асăннă медале Çĕнĕ Шупашкарта Ивановсен, Кисленкăсен, Седовсен çемйисем тивĕçнĕ. Кисленкăсен çемье стажĕ пуринчен пысăкки: 63 çул. Зинаида Федоровнăпа Семен Анисимович 2 ача пăхса ÿстернĕ. Çемье пуçĕпе кил хуçи хĕрарăмĕ хăй вăхăтĕнче ĕçре пуçарулăхĕпе тата хастарлăхĕпе палăрнăшăн чылай медале, Хисеп хутне, Тав çырăвне тивĕçнĕ. Семен Анисимович, отставкăри майор, паян та сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, кашни кунах пулла çÿрет, картинăсем ÿкерет. Вĕсем мăшăрĕпе сакăр теçетке çула "парăнтарнă" пулин те хавхаланăва çухатман-ха, 3 мăнукĕпе 5 кĕçĕн мăнукне воспитани парас ĕçе хутшăнаççĕ.

Ольга Михайловнăпа Владимир Анатольевич Седовсем - 40 çул пĕрле. Мăшăр чылай çул "Химпромра" вăй хурать. 2 ачапа, 4 мăнукпа савăнаççĕ вĕсем. "Юратнă çынна хисеплемелле, уншăн ырă ĕç ытларах тумалла",- теççĕ Седовсем. Галина Федоровнăпа Николай Петрович Ивановсем вара 8 ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă. "Унтан ытла пуянлăх та çук пирĕн",- пытармасть телейлĕ çемье.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.