Кашни çулах йĕркелеççĕ
Вăрнар районĕнчи Ярмушка ял тăрăхĕнче Ял уявĕ иртнĕ. Ăна çулсеренех сумлăн йĕркелеççĕ. Кăçал çĕнĕ сцена çине сĕтелсемпе саксем лартнă. Кушар Юнтапа культура çурчĕ умне тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе, хăмпăсемпе илемлетнĕ. Хăнасем алă ĕçĕсен, сăн ÿкерчĕксен куравĕсемпе хаваспах паллашнă.
Уявра Ярмушка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров пуçаруллисемпе хастаррисене Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе чысланă. Пухăннисене Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Петров, Г.Спиридоновпа В.Анисимов депутатсем ăшшăн саламланă. Праçнике ертсе пыракансем ку тăрăхран тухнă усламçăсене яла манманшăн, пулăшса пынăшăн тав тунă. Кушар Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ В.Перепелкин клуба сарлака экранлă монитор парнеленĕ. Концерт программине Ярмушкари ветерансен "Утмăл турат" ушкăнĕ "Алран кайми, аки-сухи" юрăпа уçнă. "Шурăмпуç", "Чашма" фольклор ушкăнĕсем, Уйкас Юнтапа, Кушар Юнтапа ялĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсен, Авшак Элмен, Кивçурт Мăрат ялĕсенчи шкул ачисен юрри-ташши те уява илем кÿнĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те хаваслă иртнĕ. Пурне те шÿрпепе, шашлăкпа сăйланă.
Комментари хушас