Archive - 6 Чÿк, 2014 - Хыпар

6 Чÿк, 2014

Халăхсен пĕрлĕхĕ - чи пысăк пуянлăх!

Республикăра çакна çирĕплетекен уяв иртрĕ.    Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Енчен пĕтĕмĕшле тытăмра çав ăнлавăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç «чăхăмлама» тытăнсан... Ыттине куç умне кăларма та хăрушă.

6 Чÿк, 2014

Пĕрле-и е уйрăм-и? Е дефиспа та юрать-и?

Чăваш чĕлхин орфографи ыйтăвĕсене татса пама тахçанах вăхăт çитнĕ

Вăл е ку сăмаха епле çырасси паян тапраннă сăмах мар. Чылайăшне /чĕлхеçĕсене, çыравçăсене, хаçат е кĕнеке вулакансене.../ тахçанах калаçтарать вăл.

6 Чÿк, 2014

Великановсем - 75 çул пĕрле

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ-сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Çĕнĕ Шупашкарти Великановсен çемйине 75 çул пĕрле пурăннă ятпа саламланă. Темиçе кун маларах вара Великановсем çемье пуçĕ - Иван Иванович - 100 çул тултарнине палăртнă.

6 Чÿк, 2014

Преми укçи - ача сачĕ валли

Октябрĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительствин ларăвĕ иртнĕ. Унта бюджетсен хушшинчи трансфертсен мелĕпе 3 млрд та 430 млн та 149 пин тенкĕлĕх грантсене ĕç тăвакан влаçăн вырăнсенчи органĕсен 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне хакланине тĕпе хурса Раççейĕн 20 субъекчĕ хушшинче валеçнĕ.

6 Чÿк, 2014

Туслăх çăлĕ тĕнчене

Чăваш Енре этнополитика лару-тăрăвĕ çирĕп.    Чăваш Енре 128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем - иккĕн-виççĕн çеç. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав тăрăх чăвашсем 814,8 пин çын, вырăссем - 323,3, тутарсем - 36, мордвасем - 13, çармăссем - 3,6 пин.

6 Чÿк, 2014

Вĕсем халăх асĕнчех

Шел, список вĕçĕ курăнмасть-ха

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи пекех чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Шупашкарта та, республикăри пур районта та политика репрессийĕсен тĕпсĕр «авăрĕнче» пурнăçран уйăрăлнисене, пуç янă çĕртен таврăнайманнисене асăнса ячĕсене сăвапламалли кун, хурлăхлă митингсем иртрĕç.

6 Чÿк, 2014

Çутçанталăк синкерĕ чăтăмлăхпа çаврăнăçулăха тĕрĕслерĕ

Чи пĕлтерĕшли - халăх лару-тăрăва ăнланни.   «Халĕччен çут çанталăкăн кун пек синкерĕ пулнине курман, ас тумастпăр та», - шăпах çак шухăша палăртрĕç республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ватă çынсем кăçалхи юпа уйăхĕнче пулнă инкек пирки сăмах пуçарсан.

6 Чÿк, 2014

Халăха парнеленĕ пурнăç

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейскинче пурăнакан Михаил Прохорович Прохоров 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. М.Прохоров 1924 çулта Шăмар Тусай ялĕнче çуралнă.

Pages