Чăваш Енре этнополитика лару-тăрăвĕ çирĕп. Чăваш Енре 128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем - иккĕн-виççĕн çеç. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав тăрăх чăвашсем 814,8 пин çын, вырăссем - 323,3, тутарсем - 36, мордвасем - 13, çармăссем - 3,6 пин.