Комментари хушас

6 Чÿк, 2014

Вĕсем халăх асĕнчех

Шел, список вĕçĕ курăнмасть-ха

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи пекех чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче, Шупашкарта та, республикăри пур районта та политика репрессийĕсен тĕпсĕр «авăрĕнче» пурнăçран уйăрăлнисене, пуç янă çĕртен таврăнайманнисене асăнса ячĕсене сăвапламалли кун, хурлăхлă митингсем иртрĕç.

Шĕкĕр хуламăрти Богдан Хмельницкий урамĕнчи çăва çинчи палăк умне халăх йышлă пухăнчĕ. Пăхатăн та вĕсем çине - тĕлĕнетĕн: ăçтан вăй-хăват илнĕ, мĕнле чăтса ирттернĕ хăрушă çав вăхăта? «Тамăк хуранне» лексен те чун тасалăхне çухатман, малашлăх çинчен ĕмĕтленнĕ, пуласлăха пурпĕрех çутă тĕспе курнă. Çук, асап çулĕпе утнисем террор тапхăрне ылханмаççĕ, хăйсем чĕрĕ юлса паянхи пурнăç лайăхланса улшăннине курма май килнĕшĕн, йăха тăсма пултарнăшăн чĕререн хĕпĕртеççĕ. Ара, нумайăшĕн çулĕ каялла выртман-çке: хĕн-хурпа, чирпе, чăтма çук йывăр ĕçпе тăван çĕртен аякра куç хупнă.

Республикăн массăллă информаци хатĕрĕсенче тăтăш пичетленсе пыракан «Таса ятне тавăрнă» списокра - хур курнă хыççăн реабилитациленĕ вун-вун çын хушамачĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмрисем: кăкăр ачинчен пуçласа пичĕ пĕркеленнĕ ватă таранах. Хăрушши - çак списокăн вĕçĕ курăнмасть-ха.

- Çав тискер тапхăр паянхи çамрăксен, килес ăрусен асĕнчен нихăçан та ан тухтăр, вĕсен пурнăçне ан ваттăр, - терĕ астăвăм митингне уçнă май репрессинче шар курнисен республикăри общество организацийĕн-ассоциацийĕн ертÿçи А.Марков. Анатолий Семенович хăйĕн сăмахĕнче Сталинăн тоталитарлă режимĕн хăрушă тапхăрĕнче пирĕн республикăри 60 пин яхăн çын - культура ĕçченĕсем, çыравçăсем, хуçалăх ертÿçисем, вĕрентекенсем, тĕн çыннисем, ыттисенчен кăшт урăхларах шухăшлакансем, хăйĕн тĕрĕс сăмахне шикленмесĕр калакансем - шар курнине палăртрĕ. Вĕсен ячĕсем ан манăçчăр тесе ассоциаци те, унăн районсенчи уйрăмĕсем те питĕ пысăк ĕç тăваççĕ. Акă, таса ячĕсене тавăрнисен «Астăвăм кĕнекин» икĕ томне пичетлесе кăларнă. Унăн виççĕмĕш томĕ те хатĕрпе пĕрех. Районсен те пур вăл. Кĕçех Елчĕксемпе Тăвайсем сăвап кĕнекисене производствăна ямалла. Муркашсем те хастар. Етĕрнесемпе Улатăрсем те тав сăмахне тивĕç.

Аслă террор пуçланнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. Вăхăт шăвать, чылай пулăм историре юлать. Çапах усалли те манăçмасть, астăвăмăн йывăр тиевĕ евĕр халăх асĕнче упранать. Хурлăхлă митингра сăмах илнĕ ытти çыннăн та - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Игорь Кушевăн, репрессиленĕ тăванĕсен ячĕпе тухса калаçнă София Андрияновăн, Шупашкарти Çветтуй Троица мăнастирĕн наместникĕ Василий /Паскье/ архимандритăн - чунĕ хумханчех. Вĕсем синкер тапхăрта пурнăçран уйрăлнисен сăваплă ячĕсене ялан сума суса асра тытма чĕнчĕç. Василий архимандрит молебен ирттерчĕ. Пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Вĕсем çак самантра каялла таврăнайманнисен чĕрĕ юнĕ пек туйăнчĕç.

Юрий СТЕПАНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.