Халăха парнеленĕ пурнăç
Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Красноармейскинче пурăнакан Михаил Прохорович Прохоров 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. М.Прохоров 1924 çулта Шăмар Тусай ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Упири тулли мар тата Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă кун - 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче - алла вăтам пĕлĕвĕн аттестатне илнĕ. 17-ри каччă çулталăк райфон Тусай ял Канашĕнчи налук агентĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çара илнĕ. Малтанах саппас полкра хĕсметре тăнă. 1943 çулхи кăрлач-утă уйăхĕсенче çар вăхăчĕн кĕске программипе Томскри 2-мĕш артиллери училищинче вĕреннĕ. Кĕçех кĕçĕн лейтенанта фронта ăсатнă.
М.Прохоров çапăçусене Украинăри Мерефа хули çывăхĕнче /Харьковран инçех мар/ кĕнĕ, 76 мм тупăсен взвочĕн командирĕ пулнă. Вăрçă вĕçленичченех малти позицисенче çапăçнă. Украина, Молдави, Венгри çĕрĕсемпе иртсе Австри варрине çитнĕ. Вăл Днепр юхан шывĕшĕн пынă çапăçусене, Новоукраинка хулипе Помошная чукун çул станцине, Одесса облаçĕнчи Первомайск хулине ирĕке кăларма хутшăннă. Ясско-Кишинев операцири, Тисса юхан шывĕпе Сольнок хулинчи, Будапештăн кăнтăр-хĕвел анăç пайĕнчи, Асад хулинчи, Балатон кÿлли çывăхĕнчи тата ытти хаяр тытăçура палăрнă. Çавсемшĕн И.Сталинăн Тавне çичĕ хутчен тивĕçнĕ. Ăна II степень Тăван çĕршывăн вăрçин орденĕпе, «Будапешта илнĕшĕн» тата «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1947 çулхи утă уйăхĕнче тăван киле таврăннă.
1947-1951 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унтан Упири вăтам шкулта историпе черчени учителĕнче тата Именкассинчи вăтам шкул директорĕнче ĕçленĕ. 1956 çулхи ака уйăхĕнчен тытăнса 1962 çулччен - райканаш ĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ. Тата виçĕ çул ытларах - Красноармейскинчи вăтам шкулти историпе географи учителĕ. Михаил Прохорович - 1965 çулхи раштавран пуçласа 1973 çулхи утă уйăхĕччен райĕçтăвком председателĕн çумĕ. Каярахпа - Красноармейски вăтам шкул учителĕ тата директорĕ /10 çул/, УПК преподавателĕ, РОНОн хуçалăх ушкăнĕн инженерĕ.
Красноармейски ялĕнче вăй хунă чухне Михаил Прохорович строительство тата тирпей-илем енĕпе нумай тăрăшнă. Унăн проекчĕпе тата вăл йĕркелесе пынипе районти культура çуртне, унăн çывăхĕнчи скверти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă обелиска, Гурий Степанов палăкне, вăтам шкул çурчĕ умĕнчи скверти фонтана, районти шалти ĕçсен пайĕн администраци çуртне, хăна çурчĕпе столовăя, вăтам шкулăн 72 вырăнлă интернатне, виçĕ автомашина вырнаçмалăх гаражне тунă. Вăл ертсе пынипех Красноармейски /халĕ - Трак/ вăтам шкулĕн 720 ача вĕренмелĕх çуртне хăпартнă.
Мирлĕ вăхăтри ĕçшĕн те Михаил Прохорович тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. Çав шутра - «Ĕçре палăрнăшăн» /1971/, «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май» /1970/, «СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев» /2009/ медальсем, РСФСР Культура министерствипе культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн /1966/, Чăваш АССР Культура министерствин /1960/, КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Кабинечĕн /1979/, Чăваш Республикин /1995/ тата ытти Хисеп грамоти. 1978 çулта М.П.Прохорова «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ят панă. 2002 çулта вăл «Вут-хĕмре иртнĕ çамрăклăх» кĕнекешĕн районти Н.Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2009 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна «Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Красноармейски ялĕнчи Çĕнтерÿ паркĕнче Мухтав аллейи тăвас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн М.Прохорова район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысланă.
Михаил Прохорович вăрçă тата ĕç /пенсионерсен/, çарпа право хуралĕн ветеранĕсен районти канашне 12 çул ертсе пынă, халĕ - председатель çумĕ. 8 çул - Чăваш Республикинчи ветерансен канашĕн президиум членĕ, Пĕтĕм Раççейри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен съезчĕн делегачĕ пулнă. Ветерансен организацийĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн 1996 çулта ăна вăрçă тата ĕç /пенсионерсен/, çарпа право хуралĕн ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Хисеплĕ ватă - тавра пĕлÿçĕ те. Хăй çуралса ÿснĕ Тусай ялĕн историне тĕпчет, шыравĕсене кĕнекесенче сăнлать. Акă ял хăçан тата мĕнле пуçланса кайни, кунта пурăннă тата пурăнакан çынсем çинчен «Хăлату /Тусайсем/» кĕнекере туллин çырса кăтартрĕ.
Виктор ДАНИЛОВ.
Красноармейски районĕ