Archive - Oct 2014 - Хыпар

юпа 10th

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ хăйĕн юбилей сезонне Григорий Хирбю композиторăн "Нарспи" оперипе уçрĕ. Асăнса хăварар: опера театр сцени çине пуçласа 1967 çулта тухнă. Ăна Борис Марков лартнă. Ун хыççăн Тамара Чумакова кăларнă.

Культура çулталăкĕ Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищишĕн те пĕлтерĕшлĕ. Шăпах кăçал вăл концерт вăхăтĕнче усă курмалли пысăк рояллĕ пулчĕ.

Шупашкарти ÿнер училищинче ĕçлекенсемпе вĕренекенсемшĕн 2014 çул Культура çулталăкĕ пулнипе çеç мар, вĕсен вĕренÿ заведенийĕн сумлă юбилейĕпе те асра юлĕ. Ăна уçнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Ÿнер училищи паян - наци кадрĕсем хатĕрлекен центр.

Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă, Совет Çарĕн отличникне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль кавалерне Виктор Гаврилова асăнса урам командисен хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Кăçал ăна саккăрмĕш хут йĕркелерĕç. Ăмăртăва 5 урам команди хутшăнчĕ. Спортсменсене Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов, Виктор Гавриловăн шăллĕ, Санкт-Петербург патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, чăвашсен культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ В.Гаврилов ăшшăн саламларĕç.

Вăтăр сакăр çул пĕр ĕçре. Çак тапхăрта утнă çул тикĕсленсе çитнĕ çеç мар, чулланса хытса ларма пултарнă. Хăйĕн тивĕçне куç хупса пурнăçлама мехел çитерет вăл. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Яманчÿрелĕнчи вулавăш ертÿçи Ираида Ермакова пирки.

Форумăн пĕрремĕш кунĕнчи кăсăклă самантсем

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн виçĕ куна пыракан мероприяти программи анлă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ăслăлăх конференцийĕ, курав ирттет, «çавра сĕтелре» спортпа физкультура аталанăвĕ тавра калаçаççĕ. Унсăр пуçне Раççей спорт çăлтăрĕсем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.

Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пычĕ.

юпа 9th

Юн пусăмне йĕркере тытса тăма артерисен стенкисен тонусĕ лайăх пулмалла. Вĕсем атеросклероза, пиçĕлĕхĕ пĕтнине, çÿхелнине пула хĕсĕнме пултараççĕ. Ку юн пусăмĕ ÿснин сăлтавĕ пулса тăрать.

Уй мăйраки е ямшăк курăкĕ /живокость полевая/ - пĕр çул ÿсекеннисен йышĕнчен. Вăл çĕртме уйăхĕнчен пуçласа чечеке ларать те çу тăршшĕпех çеçкеленет, çав хушăрах вăррисем те пулсах тăраççĕ. Вăррисемпе кăна ĕрчет, вĕсем çуркунне те, кĕркунне те шăтса тухаççĕ.

Pages