Комментари хушас

10 Юпа, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанни сисĕнет”

Форумăн пĕрремĕш кунĕнчи кăсăклă самантсем

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн виçĕ куна пыракан мероприяти программи анлă. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ ăслăлăх конференцийĕ, курав ирттет, «çавра сĕтелре» спортпа физкультура аталанăвĕ тавра калаçаççĕ. Унсăр пуçне Раççей спорт çăлтăрĕсем ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум V хут иртет. Унччен вăл Хусанта, Мускавра, Саранскра, Якутире пулнă. Кăçал форум ирттерме Шупашкара ахальтен суйламан. РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа РФ спорт министрĕ Виталий Мутко палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче Чăваш Енре спорт аталанни куç кĕрет. Икĕ çул каялла Чăваш Республики тĕрлĕ регион хушшинче ирттернĕ смотр-конкурсра физкультурăпа спорт ĕçне лайăх йĕркеленĕшĕн 2-мĕш вырăна тухнă. 2013 çулта Чăваш Ен «Раççей регионĕ» номинацире физкультурăпа спорт енĕпе Раççей Правительствин наци премине тивĕçнĕ.

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форумăн пĕрремĕш кунĕ мĕнпе аса юлĕ-ши? «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене чи кăсăклă самантсемпе паллаштаратпăр. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.