"Нарспи" çĕнĕлле янăрать

10 Юпа, 2014

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ хăйĕн юбилей сезонне Григорий Хирбю композиторăн "Нарспи" оперипе уçрĕ. Асăнса хăварар: опера театр сцени çине пуçласа 1967 çулта тухнă. Ăна Борис Марков лартнă. Ун хыççăн Тамара Чумакова кăларнă. Хальхи пысăк ĕçе пурнăçлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ - 2,8 млн тенкĕ - пулăшнă.

Спектакле Елена Лемешевская лартнă. Художникĕсем - Валентин Федоров /Шупашкар/ тата Нина Федорова /Мускав/. Унпа паллашма ĕлкĕрнĕ театралсем: "Çĕнетнĕ "Нарспи" - наци академи культурин бренчĕ",- теççĕ. Нарспи партине Ольга Васильева юрлать, Сетнер партине - Сергей Кузнецов.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.