Комментари хушас

10 Юпа, 2014

Вăрмарсем ентешне асра тытаççĕ

Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă, Совет Çарĕн отличникне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль кавалерне Виктор Гаврилова асăнса урам командисен хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Кăçал ăна саккăрмĕш хут йĕркелерĕç. Ăмăртăва 5 урам команди хутшăнчĕ. Спортсменсене Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю.Архипов, Виктор Гавриловăн шăллĕ, Санкт-Петербург патшалăх университечĕн Мурманск хулинчи филиалĕн директорĕ, чăвашсен культура пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ В.Гаврилов ăшшăн саламларĕç.

Тупăшусем çивĕч иртрĕç. Куçса çÿрекен кубока /тăваттăмĕш хут/ Карл Маркс урамĕн футболисчĕсем çĕнсе илчĕç /капитанĕ Н.Никифоров/. Академи урамĕ /А.Данилов/ - иккĕмĕш, Николаев урамĕ /О.Николаев/ виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Ытти футболист та лайăх выляма пултарнине, спортри ăсталăхĕ ÿссе пынине кăтартса пачĕ. В.Алексеевпа В.Никифоров пуринчен ытларах мечĕк тапса кĕртме пултарчĕç. «Чи лайăх хапхаçă» ята В.Гаврилов тивĕçрĕ. А.Александровпа А.Григорьев тапакан мечĕксене тытма çăмăл пулмарĕ. А.Ивановпа Н.Сейфуллин судьясем турнир вĕçленичченех спортсменсем вылянине тĕрĕс хак пама пултарчĕç.

Анатолий ХОВАНСКИЙ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.