Комментари хушас

9 Юпа, 2014

УЙĂХ ЧУЛĔ - ТЕЛЕЙ ХЫПАРÇИ

Кĕмĕл-кăвак тĕслĕ çак чул питĕ илемлĕ. Ячĕ те унăн темиçе: адуляр, селенит, джандараканд /инди чĕлхинчен куçарсан - уйăх çути/.

Çемçен йăлтăртатса илĕртекенскер лăплантаракан витĕмлĕ. Çакна çынсем авалтанпах асăрханă, чула илемĕшĕн кăна мар, сиплĕхĕшĕн ылтăнран та ытларах хакланă.

Адуляр çынна телей, юрату парнелет, пуласлăха пархатарлă витĕм кÿрет, нерв чирĕсенчен сиплет, юратакан чĕресене пĕрлештерет тесе ĕненнĕ.

Уйăх чулĕ пулăшнипе экстрасенс пултарулăхне аталантарма пулать тесе çирĕплетеççĕ. Ку уйрăмах Зодиакăн шыв паллинче çуралнă çынсене /Рак, Скорпион, Пулă/ пырса тивет. Адуляр сывлăш паллинче çуралнисемпе те /Йĕкĕреш, Тараса, Шыв тăкан/ лайăх килĕшсе тăрать. Çĕр паллисемпе çывăхах мар, мĕншĕн тесен Хĕр, Ту качаки, Вăкăр ытларах пурлăха хаклаççĕ. Вут паллисен /Сурăх, Ухăçă, Арăслан/ вара уйăх чулĕ пачах пулмасан лайăх. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштермеççĕ. Çак паллăра çуралнисем валли паха ытти чул та темĕн чухлех.

Аваллăхра уйăх чулĕнчен асамçăсемпе ăрăмçăсем те хăранă, адуляр вĕсен хăватне туртса илме пултарать тесе шухăшланă. Çавăнпа çынсем усал вăйсенчен, куç ÿкесрен адулярпа хÿтĕленнĕ. Ăна пĕчĕк ачасен сăпкине хунă.

Çамрăк хĕрсем уйăх чулĕллĕ шăрçа, алка çакса çÿренĕ. Ăна юратăва илĕртме пултарнăшăн çав тери кăмăлланă. Çак тĕллевпе уйăх чулĕллĕ брошка, браслет, çĕрĕ паха. Вĕсене кĕлеткен сулахай енне вырнаçтармалла.

Уйăх чулĕ - пултарулăх çыннисен талисманĕ. Ăна чуна çывăх писателе, художника, юрăçа, музыканта парнелеççĕ. Юратăва пурлăхран ытларах хаклакан çынсемшĕн те паха парне шутланать, вĕсене юрату, телей парнелет.

Уйăх тулнă тапхăрта адуляр хăвачĕ ÿсет. Çĕрле чула чÿрече анине хумалла, унта вăл Уйăхран энерги илет, хăйне евĕр çуталма пуçлать, хуçин кăмăлне лайăхлатать.

Сиплĕхĕ пирки калас пулсан вăл нерв тытăмĕ хавшанă çынсемшĕн уйрăмах усăллă. Сăлтавсăр тарăхнине ирттерет, хăравçăлăхран, ыйхă вĕçнинчен хăтарать, тытамак приступĕсен тăтăшлăхне чакарать.

Талисман валли уйăх чулне суйласа илнĕ çынсем стреспа депресси авăрне сайра лекеççĕ, вĕсен чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕ кал-кал ĕçлет.

Çавăн пекех адуляр апат ирĕлтерекен органсен, пĕвер, пÿре, шăк-ар тытăмĕн ĕçне тĕрĕс йĕркелеме пулăшать. Ăна хĕрарăмсене ача çуртма кайнă чухне пĕрле илме сĕнеççĕ.

Адуляр гормонсен ĕçне ырă витĕм кÿнине, хырăм юлма пулăшнине, гиперактивлă ачасене лăплантарнине палăртаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.