Асра юлĕ

10 Юпа, 2014

Шупашкарти ÿнер училищинче ĕçлекенсемпе вĕренекенсемшĕн 2014 çул Культура çулталăкĕ пулнипе çеç мар, вĕсен вĕренÿ заведенийĕн сумлă юбилейĕпе те асра юлĕ. Ăна уçнăранпа кăçал 80 çул çитрĕ. Ÿнер училищи паян - наци кадрĕсем хатĕрлекен центр. А.М.Спиридонова, П.Г.Григорьев-Савушкин, Р.М.Ермолаева, О.И.Филиппов тата ытти ÿнерçĕ-педагогсен пуçарăвĕ, пултарулăхĕ сая кайман, вĕсем уçнă çула халĕ вун-вун вĕрентекен, çĕр-çĕр студент такăрлатать. Кунта вĕренме кĕнĕ каччăсемпе хĕрсем "Живопиç", "Дизайн", "Театр декорацийĕн искусстви", "Декораципе хушма искусство тата халăх промысли" специальноçсемпе пĕлÿ илеççĕ.

Уяв мероприятийĕсем Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче те иртрĕç. Çак кунсенче вара хăнасене тăван училищĕре йышăнчĕç. Владимир Ануфриев директор студентсемпе преподавательсен пĕр ушкăнне Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Юбилярсен ячĕпе республика культура училищин директорĕ Геннадий Чиркин ăшă сăмах каларĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капеллин артисчĕсем романссемпе, чăваш, вырăс халăх юррисемпе савăнтарчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.