Хăнара - Мускав профессорĕ

10 Юпа, 2014

Культура çулталăкĕ Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищишĕн те пĕлтерĕшлĕ. Шăпах кăçал вăл концерт вăхăтĕнче усă курмалли пысăк рояллĕ пулчĕ. Пур рояльсен "патшин" презентацине Мускав хăни - Раççей халăх артисчĕ, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ, П.И.Чайковский ячĕллĕ Мускав патшалăх консерваторийĕн профессорĕ Александр Бондурянский - хутшăнчĕ. Бетховенăн 5-мĕш концертне вăл Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капеллипе пĕрле каларĕ.

Паллă маэстро - çакăн пек рояле тивĕçнине пысăк телей вырăнне хурать. "Хальхи вăхăтра - культура валли укçа-тенкĕ çитсе пыман тапхăрта - сирĕн республикăра кунашкал инструмент валли нухрат тупни питĕ паха. Ăнланатăп: çине тăрса вăй хума тивнĕ ку енĕпе, çапах та - усăсăр мар",- тенĕ вăл.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.