Archive - 16 Юпа, 2014 - Хыпар

16 Юпа, 2014

Шăнкăрч вĕлли - ĕмĕрлĕх киленÿ

Чун йăпатмăшĕ ăна шурлăх пекех шалтан-шала туртать.

Шупашкарта пурăнакан Владимир Ефремов ал ăстине вунă çул ытла пĕлетĕп. Балконри мастерскойĕпе савăнса паллашнăччĕ. Кукаçи пулнă ĕнтĕ, анчах чунтан кăмăллакан ĕçе халĕ те пăрахмасть - шăнкăрч вĕллисене шкул ачи пекех юратса ăсталать. 40 çулта çунатлă туссем валли миçе тунă-ши? Тĕрĕссине хăй те пĕлмест. 400-тен кая мар пулĕ тет.

16 Юпа, 2014

Тимлĕх тата асăрханулăх пирки мансан

Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе çулсерен ирттерекен мониторинг кăçал республикăра шăв-шав çĕклерĕ тесен те юрать.

16 Юпа, 2014

Ял-йыша паян мĕн куллянтарать?

Сĕте пĕлтĕрхинчен йÿнетни.     Сутлăх сĕт кĕркунне-хĕлле хакланать. Мĕншĕн тесен вăл сахалланать, тирпейлекен предприятисене юр-вар палăртнă чухлĕ туса кăларма çитмест. Вĕсем сĕт ытларах пухассишĕн сутлăх хака ÿстереççĕ. «Агро-Инновацисем» ХУП пĕлтернĕ тăрăх - республикăри тирпейлекен предприятисем ял хуçалăх организацийĕсенчен, сĕт пуçтаракан харпăрлăхçăсенчен кашни килограмм сĕте пĕлтĕрхи авăн /сентябрь/ уйăхĕнче вăтамран - 16,39, кăçалхинче - 16,11, иртнĕ çулхи юпа /октябрь/ уйăхĕн 3-мĕшĕнче - 17,66, кăçалхи çак уйăхăн 2-мĕшĕнче 17,21 тенкĕлле йышăннă.

16 Юпа, 2014

«Çĕр пайĕ пире кирлĕ мар», - теççĕ ватăсем. Унăн уссине çамрăксем те туймаççĕ

«Хыпарăн» 186-мĕш номерĕнче «Çĕрпе хăçан тухăçлăн усă курăпăр-ши?» çивĕч статья пичетленчĕ. Вăл мана самаях кăсăклантарчĕ, тарăн шухăша ячĕ.

«Тахçанах татса памалла та ăна, анчах васкавлă йышăну тума çĕр саккунĕн хăйне евĕрлĕхĕ-кăткăслăхĕ ура хурать», - тесе тĕрĕс çырать çĕр ыйтăвĕ пирки автор.

Ялта халĕ ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Эпĕ те вĕсен йышĕнче. Пире пайсем кирлĕ мар. Ăна харпăрлăха куçарса халăх вăхăт нумай ирттерет, укçа тăкаклать.

16 Юпа, 2014

Пĕрлехи хуçалăхра сурăх мĕншĕн усрасшăн мар?

Колхозсен панкрутлăхĕшĕн вăл айăплă имĕш. Республикăра сурăхпа качакана ĕрчетме майсем çителĕклĕ. Юлашки çулсенче мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче унăн йышĕ ÿсет. 2010 çулта - 175822 пуç, 2013 ç. - 179777.

Pages