Студентсене чиновник пулма хатĕрлеççĕ

16 Юпа, 2014

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем Пĕтĕм тĕнчери «Каспи - 2014» форумран таврăннă.

Унăн тĕллевĕ - çамрăксене муниципалитет аталанăвĕн ĕçне хутшăнтарас тата профессионалсене хатĕрлес тĕллевпе вĕренÿ лапамĕ туса хурасси. Форум вăхăтĕнче «Муниципалитет территорийĕсене аталантарса Раççее аталантарасси» пленарлă сесси, «Эффективлă муниципалитет 2,0» вăйă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çавăн пекех çамрăксем альтернативлă лапамсен ĕçне, «Каспий сыхлавçи» массăллă вăййа хутшăннă, ăсталăх сехечĕсенче ал ĕç хастарĕсен пултарулăхĕпе паллашнă. Дагестан Республикинчи Каспийск хулине Чăваш Енрен 5 яшпа хĕр çитсе килнĕ. ЧППУ студенчĕ Николай Николаев пĕлтернĕ тăрăх - пирĕн ентешсене «Эффективлă муниципалитет 2,0» вăйă уйрăмах килĕшнĕ, мĕншĕн тесен яшсемпе хĕрсем унта хăйсене депутат, чиновник, ертÿçĕ пек кăтартма пултарнă.

О.МАСЛОВ.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.