Пĕрлехи хуçалăхра сурăх мĕншĕн усрасшăн мар?

16 Юпа, 2014

Колхозсен панкрутлăхĕшĕн вăл айăплă имĕш. Республикăра сурăхпа качакана ĕрчетме майсем çителĕклĕ. Юлашки çулсенче мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче унăн йышĕ ÿсет. 2010 çулта - 175822 пуç, 2013 ç. - 179777. 1990 çулсенче вĕсене ĕрчетекен ял хуçалăх организацийĕсем çийĕн хура пĕлĕтсем капланчĕç. Вĕсенче 1999 çулта 3254 пуç пулнă, 2013 ç. - 2609. Ытларах килти хуçалăхсенче /2005 ç. - 151333, 2013 ç. - 171712/ тата фермер /хресчен/ хуçалăхĕсенче /1999 ç. - 1112, 2013 ç. - 5456/ усрама тытăнчĕç.

«Хыпар» хаçатăн Йĕпреçри корпунктне районти Ленинкасси ялĕнчи Станислав Федоров кĕчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче 20 киллĕ ялта Ленин ячĕллĕ колхозăн сурăх ферми пулнă, вăл ăнăçлă аталаннă, выльăха зоотехника меслетне тĕпе хурса тулăх тăрантарнă. Çавна май кĕтÿ çултан çул хушăннă. Сурăха бонитировка /ăрат пахалăхне кура хакласси/ тăвассине тĕп вырăна хунă. Уй-хир бригадирĕпе ферма пуçлăхĕн тивĕçĕсене пултаруллăн çыхăнтарса пурнăçланă Станислав Николаевича темиçе хутчен те «Районти сурăх пăхакансенчен чи лайăххи» хисеплĕ ятпа чысланă. Ленинкассисем кашни сурăхран путек илессипе, çăм касассипе мала тухнăшăн районти куçса çÿрекен ялава алăран вĕçертмен. Колхоз панкрута тухасси патне çитсен пĕтĕм айăпа сурăхсем çине йăвантарнă. Тупăш пама пăрахнă фермăна пĕтернĕ, çынсене ĕçсĕр хăварнă. Ленинкасси хыççăн ытти хуçалăхри фермăсене те çав шăпах çитсе çапрĕ.

Çак йĕркесен авторĕ хыçа юлнă вăхăта мухтас ĕмĕтпе хĕмленмест. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре сурăх пăхакансем уйрăмах хăйсен хастарлăхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрса тăнине ăçтан манăн? «Путиловка», «Красный фронтовик», Ленин ячĕллĕ, Калинин ячĕллĕ колхозсенче çак отрасль аталану çулĕпе шанчăклă утăмсем тăватчĕ, асăннă фермăсенче район шайĕнчи семинар-канашлу ирттересси йăлараччĕ. Тупăшлă ĕçлесе пыман тăк, паллах, вĕсем патне опытпа паллашма ытти çĕртен никамах та килсе çÿремен пулĕччĕ. «Эпир хамăра шанса панă ĕçе чун-чĕре хушнă пек пысăк ăнланулăхпа пурнăçланă, - каласа парать Пĕчĕк Упакасси ялĕнче пурăнакан 75 çулти Нина Степанова ветеран. - Сурăхсене шайлашуллăн та тĕрĕс хатĕрленĕ виçесемпе тата çулталăк тапхăрĕсене шута илсе тунă рацион тăрăх тăрантарнă. Пĕтĕлентермелли тапхăр çитсен вара рацион туллилĕхне 30-40 процент таранах ÿстереттĕмĕр. Çу кунĕсенче кĕтĕве Кушлавăш шывĕ хĕрринчи улăхра çÿрететтĕмĕр. Уçă сывлăшра выльăхсем сĕтеклĕ курăка кăмăлласа çиетчĕç».

Нина Михайловна, Вăрнар тăрăхĕнчи Хураçырма хĕрĕ, хăйсенчен 3 çухрăмри Пĕчĕк Упакассине качча килнĕскер тивĕçлĕ канăва тухичченех сурăх ферминче тăрăшнă. Палăрăмлă çитĕнÿсем тунăшăн вăл Пĕтĕм Союзри Ял хуçалăх куравне кайма та, унтан йĕркелÿ комитечĕн ылтăн медалĕпе таврăнма та чыс çĕнсе илнĕ. Хăй вăхăтĕнче унăн ĕçĕ-хĕлĕпе центрта тухса тăракан «Сельская жизнь» хаçат та паллаштарнă. Ара, Нина Степанова пек кашни сурăхран 7-7,5 килограмм паха çăм, кашни 100 сурăхран 110-120 путек илекен ĕçченсен пархатарлă тĕслĕхне мĕншĕн пĕтĕм çĕр-шывĕпе сарас мар?.. «Сурăх ĕрчетни чăннипех тупăшлă пулнă ун чухне, - ăшшăн аса илет ветеран. - Эпир çăма Йĕпреçри хатĕрлев кантурĕн складне ăсатса тăраттăмăрччĕ, унтан ăна Хусанти фабрикăна турттарса каятчĕç, тавар туянакан продукци пахалăхĕ мĕнле пулнине кура пирĕнпе уйрăмшарăн татăлса пыратчĕ. Йĕркерен тухни, ăна пăхăнманни пĕрре те пулман». Кашни ялта тенĕ пекех сурăх çăмне ăста касакан çынсем пурччĕ. Çак ĕçе çулталăкра пĕр хутчен - çуркунне, çу уйăхĕн вĕçĕнче е çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче, çанталăк сисĕнмелле ăшăтсан, пурнăçлатчĕç. Пирĕн тăрăхра малтанах электрохачăсемпе çăм касман-ха. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тунă пулсассăн та хăш-пĕр ăста лайăх ÿсĕмсемпех савăнтаратчĕ...

Халĕ аш-какай лавккисенче сурăх какайне курма çук. Унран мĕн тери паха та техĕмлĕ шашлăк хатĕрлеме пулать. 2009-2013 çулсенче ял хуçалăх организацийĕсенче сурăх усракан чакрĕ. «Кĕрĕклĕ» выльăх чылайăшĕшĕн ытлашши пулса тăчĕ. Фермерсем çеç сулмаклă утăм тăвасса кĕтсе ларар мар.

Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.