Комментари хушас

16 Юпа, 2014

Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ

Паллă колхоз ертÿçине В.Александрова халалланă кĕнеке кун çути курнă

Пирĕн атте, ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ, темиçе орден тата медальсен кавалерĕ Вячеслав Александров кăçалхи çу уйăхĕнче 85 çул тултармаллаччĕ. Вăл Етĕрне районĕнчи «Заветы Ильича» колхоз агрономĕ, тĕп агроном, унтан тивĕçлĕ канăва тухичченех 16 çул председатель пулнă, «Хисеплĕ колхозник» ята тивĕçнĕ.

Вячеслав Александрович тăван хуçалăх историне тĕпчесе кĕнеке кăларма шухăшлатчĕ, анчах ĕмĕчĕ пурнăçланаймарĕ. 76 çула çитсен чирлесе вилчĕ. Эпĕ аттене пухăннă материалсене пичете хатĕрлеме шантарнăччĕ, хăй вилсен вĕсем пушарта çухалчĕç, темиçе çул тăрăшни сая кайрĕ. Кĕнеке кăларса курнă çын ăнланать - ку ĕç çăмăл мар, кĕсьене самаях çÿхетет.

Аттене халалласа хăй вăхăтĕнче ун çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ материалсене пухса кĕнеке кăларма шухăшларăм. Красноармейски районĕнчи вăл çуралса ÿснĕ Тусай ялĕ кăçал çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче 600 çул тултарчĕ. Ăна халалланă уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. Унта хутшăнма парне хатĕрлес терĕм. Леонид Наумов ертсе пыракан «Перфектум» издательствăра «Первая награда отца» кĕнеке кун çути курчĕ. Хулăн мар вăл, 64 страницăллă, тиражĕ те 200 экземпляр кăна. Хуплашкине - Александр Велькин дизайнер, макетне Рина Димитриева /Александрова/ хатĕрленĕ. Текстсем вырăсла, чăвашла, акăлчанла.

«Первая награда отца» ят пани ăнсăртран мар. Вячеслав Александровича Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн аслисемпе танах медальпе чысланă. Вăл юлташĕпе Сергейпа шкула çÿремесĕр колхозра пĕр çул кĕтÿ кĕтнĕ.

Ум сăмахра - Галина Зотовăн ĕç тата пултарулăх биографийĕ. Унтан вулакан Алексей Зотовăн «Семья - 7 Я» статйипе паллашать. Вячеслав Александрович кун-çулĕ, унăн хĕрĕн «Первая награда отца», «Атте халапĕ» калавĕсем тата В.Александровăн «Савнă ялăм ман Тусай тата Павăл пиччене 92 çул тултарнă май» сăввисем вулакана килĕшессе шанас килет.

Етĕрне районĕн администрацийĕн сайтĕнче М.Ильина кăçал паллă председателе халалласа пысăк статья вырнаçтарчĕ. Кĕнекене ăна та кĕртрĕм. Кунтах Александровсен кĕçĕн хĕрĕн, Пĕрçырлан тата Кăкшăм шкулĕсенче биологи, хими вĕрентекенĕн Валентина Константиновăн «Жизнь прожить - не поле перейти», Юрий Филатовăн 1985 çулта «Советская Чувашия» хаçатра пичетленнĕ «Трезвый расчет» статйисем те вырăн тупрĕç.

Александр Никитин писатель «Советская Чувашия» издательствăра Етĕрне районĕнчи 4 председателе халалласа, вăл шутра аттене те, «Четверо ищут миллион» кĕнеке кăларнăччĕ. Тиражĕ самаях - 10 пин экземпляр. В.Александрова халалланă хăш-пĕр сыпăкпа та усă куртăм.

Тĕрлĕ авторăн «Пурнăç урапи», «Йăлтах аннене пула», «Бабушкина медаль» статйисемпе «Савнă Етĕрне», «Тăван чĕлхе» тата Штанаш салине, ашшĕ-амăшне, вăрçăра пуç хунисене халалласа акăлчанла çырнă сăввисем те вулакан кăмăлне каясса шанас килет.

Галина ВЯЧЕСЛАВОВА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Штанаш

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.