Ĕçре те хастар, спортра та пултаруллă

16 Юпа, 2014

Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра хулари хĕрарăмсен клубĕсен физкультурăпа сиплев спартакиади иртнĕ. Унта пурĕ 16 команда хутшăннă.

Спартакиадăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕ» общество организацийĕн председателĕ Ольга Зайцева, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Марина Соловьева тата хулари хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталия Добрянская уçнă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан хĕрарăмсем сĕтелçи теннисла, бадминтонла, баскетболла, шашкăлла, шахматла выляс, такмак калас енĕпе ăмăртнă. Кашни хăйĕн пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе савăнтарнă. Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсене дипломпа тата кубокпа чысланă.

А.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.