Archive - 22 Oct, 2019

Date

«Тăван Атăл» журнала юратса вулакансем кăларăм страницисенче Екатерина Александровăн хайлав-тĕрленчĕкне час-часах курма пултарнă. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакан хĕр редакцие пĕрмай çыру вĕçтернĕ, кăларăм ирттернĕ конкурссенче пĕрре мар лауреат пулнă. Халĕ Екатерина 25 çулта, хушаматне те улăштарнă — Устинова вăл. Çапах çырас туртăмĕ пĕтмен-ха. Нумаях пулмасть вăл çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Чĕлхе аталанаслăхĕ вăл е ку халăхăн литератури мĕнле шайра пулнинчен те килет. Енчен те пĕр халăх литературипе теприсем паллашса, унти ыррине, лайăххине илсе аталанаççĕ пулсан чĕлхе те чĕрĕрех пулать. Эппин, литература хайлавĕсене пĕр чĕлхерен теприне куçарасси — питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Чăваш çыравçисем ку тĕлĕшпе аван ĕçленине палăртмалла — ку чухне тĕнче литературин хайлавĕсене чăвашла та тупса вулама пулать. Шел те, кĕмĕлĕн тепĕр енĕ хальлĕхе тĕксĕмрех-ха.

Юпа уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат кире пуканĕ йăтакансене Шупашкара пухрĕ. В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта Кировпа Санкт-Петербургран, Тутарстанпа Тюменьтен, Самарпа Чулхуларан, Пушкăртстанпа Свердловскран, Мордовипе Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ пăхаттирсем тĕп парнесене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Валерий Яковлев, СССР халăх артисчĕ, РФ Патшалăх тата ЧР Патшалăх премийĕсен, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ, 80 çул тултарчĕ. Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне, Раççейри наци театрĕсенчен вăйлисенчен пĕрне, 40 çул ытла ертсе пырать.