«Хастар та пултаруллă çынсене курса хавхаланатăп…»
«Тăван Атăл» журнала юратса вулакансем кăларăм страницисенче Екатерина Александровăн хайлав-тĕрленчĕкне час-часах курма пултарнă. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакан хĕр редакцие пĕрмай çыру вĕçтернĕ, кăларăм ирттернĕ конкурссенче пĕрре мар лауреат пулнă. Халĕ Екатерина 25 çулта, хушаматне те улăштарнă — Устинова вăл. Çапах çырас туртăмĕ пĕтмен-ха. Нумаях пулмасть вăл çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.
— Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕ çинчен илтмен мар. Çамрăк поэтсемпе çыравçăсем йышлăн унта. Эсĕ вара, Катя, еплерех лекрĕн тăван литература ытамне?
— Тĕрлĕ хайлав-тĕрленчĕк çырма Юлия Кошелева, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, хавхалантарчĕ. Эпир уроксенче те, «Çамрăк хунав» кружока çÿресе те çырас ăсталăха аталантарнă. 5-мĕш класра «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытма пуçларăм. Тĕрĕссипе, класĕпех çыраттăмăр унта. Ÿкерчĕк, сăвă, калав… Мĕн кăна ярса паман-ши эпĕ... Редакци кашни çулах хисеп хучĕ парса хавхалантаратчĕ.
— Хăвна тĕрлĕ жанрта тĕрĕслетĕн. Чи пĕрремĕш хайлавна астăватăн-и? Сăвă е калавччĕ вăл?
— Хăшĕ малтан çуралчĕ-ши? Шел, астумастăп. Хаçатра пуçласа сăвă пичетленнĕччĕ, унтан — кĕске калавсем. Пĕрле вĕренекенсемпе сăвă çырмашкăн рифма тупма кăмăллаттăмăр. Вĕрентекен ятарласа пĕр пек янăракан сăмахсем паратчĕ. Эх, шыраттăмăр вара рифма тенине... Малалла вулас...
Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.