«Тăван Атăл» журнала юратса вулакансем кăларăм страницисенче Екатерина Александровăн хайлав-тĕрленчĕкне час-часах курма пултарнă. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакан хĕр редакцие пĕрмай çыру вĕçтернĕ, кăларăм ирттернĕ конкурссенче пĕрре мар лауреат пулнă. Халĕ Екатерина 25 çулта, хушаматне те улăштарнă — Устинова вăл. Çапах çырас туртăмĕ пĕтмен-ха. Нумаях пулмасть вăл çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.