Комментировать

22 Окт, 2019

«Хастар та пултаруллă çынсене курса хавхаланатăп…»

«Тăван Атăл» журнала юратса вулакансем кăларăм страницисенче Екатерина Александровăн хайлав-тĕрленчĕкне час-часах курма пултарнă. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕнче пурăнакан хĕр редакцие пĕрмай çыру вĕçтернĕ, кăларăм ирттернĕ конкурссенче пĕрре мар лауреат пулнă. Халĕ Екатерина 25 çулта, хушаматне те улăштарнă — Устинова вăл. Çапах çырас туртăмĕ пĕтмен-ха. Нумаях пулмасть вăл çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх ялĕ çинчен илтмен мар. Çамрăк поэтсемпе çыравçăсем йышлăн унта. Эсĕ вара, Катя, еплерех лекрĕн тăван литература ытамне?
— Тĕрлĕ хайлав-тĕрленчĕк çырма Юлия Кошелева, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, хавхалантарчĕ. Эпир уроксенче те, «Çамрăк хунав» кружока çÿресе те çырас ăсталăха аталантарнă. 5-мĕш класра «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытма пуçларăм. Тĕрĕссипе, класĕпех çыраттăмăр унта. Ÿкерчĕк, сăвă, калав… Мĕн кăна ярса паман-ши эпĕ... Редакци кашни çулах хисеп хучĕ парса хавхалантаратчĕ.
Хăвна тĕрлĕ жанрта тĕрĕслетĕн. Чи пĕрремĕш хайлавна астăватăн-и? Сăвă е калавччĕ вăл?
— Хăшĕ малтан çуралчĕ-ши? Шел, астумастăп. Хаçатра пуçласа сăвă пичетленнĕччĕ, унтан — кĕске калавсем. Пĕрле вĕренекенсемпе сăвă çырмашкăн рифма тупма кăмăллаттăмăр. Вĕрентекен ятарласа пĕр пек янăракан сăмахсем паратчĕ. Эх, шыраттăмăр вара рифма тенине... Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.