Комментари хушас

22 Юпа, 2019

Шупашкарта рекордсем çĕнелчĕç

Юпа уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат кире пуканĕ йăтакансене Шупашкара пухрĕ. В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта Кировпа Санкт-Петербургран, Тутарстанпа Тюменьтен, Самарпа Чулхуларан, Пушкăртстанпа Свердловскран, Мордовипе Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ пăхаттирсем тĕп парнесене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.

Хаçат-журнал тусĕсем
Спортсменсене ЧР информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Эльвира Матренина, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Сергей Павловпа Николай Угаслов, кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, ăмăртăвăн тĕп судйи, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов, Чăвашпотребсоюз председателĕн çумĕ Андрей Данилов ăнăçу сунчĕç.
— Кире спорчĕ помост çине тухакансен ăсталăхне тĕрĕслет, кăмăл-туйăма тĕреклетет. Сирĕн çине пăхса ыттисем спортпа туслашаççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕренеççĕ, — палăртрĕ Михаил Анисимов.
— 35 çул хушшинче тĕрлĕ регион спортсменĕсем пирĕн туссем пулса тăчĕç. Эпир сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе савăнатпăр. Пирĕн издательствăра тĕрлĕ хаçат-журнал тухса тăрать. Эпир сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр, вăл — чăваш чĕлхипе культурине упраса хăварасси, — терĕ Татьяна Геннадиевна. Вăл ăмăрту спонсорĕсене тав хучĕпе чысларĕ.
Ăмăртăвăн тĕп судйи Сергей Кириллов «Хыпар» коллективне кире спортне аталантарнăшăн тав турĕ. «Эпĕ хам та çак турнирта ăмăртма пуçланă, пысăк çитĕнÿсем тунă. Ку турнир çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшать», — терĕ вăл. Юрий Карпов кăçалхи чи лайăх спортсменсене палăртрĕ. Çак ята Владимир Понихидкин, Анастасия Александрова, Алексей Иванов, Даяна Бачина, Анатолий Узюкин, Елена Бушуева тивĕçрĕç. Чи лайăх тренерсем — Станислав Белковпа Иван Краснов.
Хĕрсен маттурлăхĕ тĕлĕнтерет
Киров хулинчен килнĕ Елена Матвеева спорт карьерине спорт гимнастикинчен пуçланă, ултă çулта чухнех секцие çÿренĕ. «7 çул каялла кире пуканĕ йăтакансен турнирне ăнсăртран лекрĕм, мана хĕрсем тимĕр снаряда çĕклени тĕлĕнтерчĕ. Ăна хамăн та тытса пăхас кăмăл çуралчĕ. Спортсменсем ăçта хатĕрленнине шыраса тупрăм та тренировкăна çÿреме пуçларăм. Ев-гений Малков тренер пулăшса пычĕ. Кире пуканне парăнтарма вăй çитерни, кăтартусем ÿссе пыни хавхалантарчĕ. Малалла талпăнас, çитĕнÿсем тăвас килчĕ», — терĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕ. Вăл 2015 çулта АПШра иртнĕ тĕнче кубокĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. «Кире пуканĕ йăтнă чухне пур мышца та ĕçлет, ÿт-кĕлетке тĕрекленет. Паллах, çитĕнÿ тăвас тесен нумай вăй хумалла, тренировкăсене сиктермелле мар, чăтăмлă пулмалла. Ку спортра ачашшисем, çемçе кă-мăллисем малалла каяймаççĕ», — терĕ Елена. Вăл икĕ кире пуканне пĕр харăс йăтса тĕлĕнтерчĕ. Кăçал Томскра иртнĕ ăмăртура ку хăнăхтарура иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кунашкал маттур хĕр пирĕн турнирта пĕлтĕр те пулнăччĕ.
Кироври Карина Филимонова 13 çулта кăна-ха, çапах Евгений Малков тренер ăна мал ĕмĕтлĕ спортсмен иккенне палăртать. 7-мĕш класс хĕрачи питĕ пултаруллă та тăрăшуллă пулнине калать вĕрентекен. Тăватă çул каялла Карина кире спорчĕ пуррине пĕлмен те, спорт шкулĕнче ăна çак секцие кайма сĕннĕ. Анчах тепĕр эрнеренех унтан тухса тарнă: хĕрачана кире пуканĕ йăт-ма питĕ йывăр пулнă. Икĕ кун килте ларнă хыççăн каялла таврăннă. Хăюллăскер, нимĕнле йывăрлăха парăнма хăнăхманскер тренер вĕрентсе пынипе темиçе килограмм таякан тимĕре парăнтарма сатурлăх çитернех. Кăтартусем лайăхланма тытăнсан хĕрача çитĕнÿсем тума тĕллев лартнă. «Атте-анне аллинчен тытса çÿреме хăнăхман эпĕ. Вĕсем мана спорт гимнастикине çÿреме хушнăччĕ, анчах эпĕ кире пуканĕ йăтнине пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕç. Асанне кăна мана хÿтĕлетчĕ», — терĕ Карина. Чăн та, çак кĕске тапхăрта та вăл нумай çитĕнÿпе палăрнă. Чи лайăх кăтарту: 16 килограмлă спорт снарядне 204 хут сулласа çĕкленĕ, 24-лине — 100 хут. Пĕлтĕр вăл «Хыпар» турнирĕнче çĕнтернĕччĕ, кăçал — иккĕмĕш вырăнта. Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче вĕренекен Даяна Бачина унран маттуртарах пулчĕ. Михаил Петров тренер каланă тăрăх, хĕрача малтанхи кунсенчех лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Ку хутĕнче вăл спорт хатĕрне 195 хут сулласа çĕклерĕ, унăн чи лайăх кăтартăвĕ — 225.
Хĕрарăмсен ушкăнĕнче унчченхи пекех Анастасия Александрова /Куславкка районĕ/, Джанита Щербина /Йĕпреç районĕ/ пьедестал çине хăпарчĕç. Вĕсемпе пĕрле Канашри Алевтина Евграфова, Шупашкарти Августина Павлова тата ыттисем тупăшрĕç.
Алă вăйĕ аталанать
18-ти Егор Демышев — спортăн тĕнче класлă мастерĕн ятне тивĕçнĕ чи çамрăк спортсмен. Киров каччи кăçал юниорсен хушшинче тĕнче рекордне çĕнетнĕ. Пĕлтĕр те вăл «Хыпар» турнирĕнче абсолютлă чемпион пулса тăнăччĕ. 85 килограмран ытларах таякан спортсменсен ушкăнĕнче ăна çитекен пулмарĕ.
Тутар каччи Анвар Нигматянов Шупашкарпа паллашма та ĕлкĕрнĕ, «Амазони» паркра юлташĕсемпе уçăлса çÿренĕ. Чăваш Ене пĕрремĕш хут килнĕскер кире пуканĕпе виçĕ çул каялла кăсăкланма тытăннă, спорт шкулне çÿренĕ. Хусан университечĕн архитектурăпа строительство факультетне вĕренме кĕрсен те тимĕр вăййине манман. Аслă шкулта спортсменсене хатĕрленмешкĕн услови туса панине палăртрĕ. «Кире спорчĕ шăм-шака çирĕплетет, кăмăл-туйăма улăштарать, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать», — терĕ 18-ти яш.
Улатăрти Валерий Притуленко тренерăн вĕренекенĕсем турнирта пĕрре мар мала тухнă. Акă 28-ти Владислав Скромный та пьедестал çине темиçе хут та хăпарма тивĕç пулнă. «Пауэрлифтингпа танлаштарсан кире спорчĕ интереслĕрех, вăл алă вăйне аталантарать», — палăртрĕ РФ спорт мастерĕ. Яш чухне футболла выляма юратнине пĕлтерчĕ. Пушă вăхăт сахал пулнипе ытларах килте тренировка ирттерет. Пухмачра награда чылай. Чи пахи — Раççей чемпионатĕнче кире спорчĕн çурма марафонĕнче çĕнсе илнĕ ылтăн медаль.
Альберт Гиниатуллин — Тутарстанри Чистай хулинчен. Тренер та вăл, спорт судйи те. Альберт Зуфарович пĕлтернĕ тăрăх — хулари спорт шкулĕнче кире пуканĕ йăтакансен уйрăмĕ ĕçлет, 5 ушкăнра 90 ытла çамрăк ăсталăха туптать. Шупашкара вĕсем кашни çулах килеççĕ. Нумайăшĕ тăван тăрăха медальсемпе, лайăх кăтартусемпе таврăнаççĕ. Сăмах май, Хусанта Николай Жеребцова асăнса ирттерекен Пĕтĕм Раççейри турнир çĕршыври чи сумлă ăмăртусенчен пĕри шутланать. Альберт Зуфарович хăй те çамрăк чухне тимĕр вăййипе туслă пулнă, анчах пысăк çитĕнÿсемех тăвайман. Телее, ăна вĕренекенĕсем савăнтараççĕ. Тутарстанри чылай районпа хулара кире спорчĕн секцийĕсем пур, университетсемпе техникумсенче уйрăмах нумай. Вырăнти ăмăртусене 250 яхăн спортсмен хутшăнать, аслă шкулсенче спартакиадăсем ирттереççĕ.
Санкт-Петербургри Андрей Заикин салтакра чухнех кире пуканĕ йăтма кăмăлланă, киле таврăнсан та тимĕре алăран яман, тренировкăна /тренерĕ — Александр Смирнов/ çÿреме тытăннă. Хулари ăмăртусенче темиçе хут та награда çĕнсе илнĕ. «Кире спорчĕ пирĕн хулара питĕ лайăх аталанать. Спортсменсем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ, çавăнпа манăн та хула ятне ярас килмест», — терĕ адвокатурăра ĕçлекен пăхаттир. Вăл хăйĕн ĕмĕтне — РФ спорт мастерĕн нормативне тултарассине — пурнăçа кĕртрĕ. Сăмах май, çак норматива Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Олег Леонтьев /Вăрнар/ тата Василий Кириллов /Елчĕк/ пурнăçларĕç. Вĕсем иккĕшĕ те ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптаççĕ. Унăн тепĕр вĕренекенĕ Александр Немов шкулта вĕреннĕ чухнех спорт секцине çÿренĕ, академие вĕренме кĕрсен помост çине тухма тытăннă. Пĕтĕм Раççейри турнирсенче призер пулнă. «Кире спортĕнче хăвăнпа кĕрешетĕн», — терĕ каччă.
Сиенлĕ йăларан хăтăлма пулăшнă
Чулхуларан килнĕ пăхаттирсене Эдуард Маркичев тренер хавхалантарса тăрать. Акă Николай Трямкин, кире пуканне техникумра вĕреннĕ чухне пĕрремĕш хут тытса курнăскер, «Хыпар» турнирне 2014 çултанпа хут-шăнать. Пĕрремĕш ăмăртурах виççĕмĕш кăтартупа палăрнă вăл. 85 килограмран ытларах таякан спортсменсен ушкăнĕнче хăйĕн кăтартăвне лайăхлатма палăртнă. Унăн юлташĕ Евгений Борисов та Шупашкара час-час килет. Кăçал вăл ветерансен чемпионатĕнче «бронзăллă» пулчĕ. Кире пуканĕ йăтма арçын ăнсăртран пуçланă. «7-8 çул каялла пирус туртма пăрахрăм. Сиенлĕ йăларан хăтăлас тесе алла кире пуканĕ тытрăм. Кулленхи тренировкăсем пулăшнипе организм çав наркăмăша йышăнма пăрахрĕ», — пĕлтерчĕ пăхаттир.
Тюмень облаçĕнчи Тобольскран килнĕ пĕртăван Айдбаевсем кире спорчĕпе чылай çул туслă. Асли Ильфат — спорт мастерĕ. Халĕ спорт шкулĕнче тренерта ĕçлет. Унăн шăллĕ Азат педагогика колледжĕнче вĕре-нет. Пĕр тапхăр вăл бокс секцине çÿренĕ. Айдбаевсем пиччĕшĕнчен тĕслĕх илеççĕ. Лешĕ тимĕр вăййипе мĕн çамрăкранпах туслă: штанга та, кире пуканĕ те йăтать. Ильфат аслă шкула вĕренме кĕрсен ятарлă трени-ровкăсене çÿреме тытăннă. Вăл тĕрлĕ шайри ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе палăрнă, темиçе çул каялла Шупашкарта иртнĕ Раççей кубокне хутшăннă. Халĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче хăйĕн вăйне тĕрĕслет. Каччăсем каланă тăрăх, хулара кире спорчĕпе туслисен йышĕ пысăк. Шкул ачисен, ĕç коллек-тивĕсен спартакиадисем иртеççĕ, кашни уявра тимĕрпе вăй виçеççĕ. Азат Айдбаев хăйĕн виçинче пĕрремĕш вырăн йышăнса «Хыпар» парнине тивĕçрĕ.
Шăмăршăран килнĕ тутар каччине Ильвир Тепитова та пиччĕшĕ хавхалантарса пырать. Патăрьелти полици тытăмĕнче вăй хуракан Наиль Тепитов тĕрлĕ шайри турнирсенче призер пулнă. 14-ри яш «Хыпар» турнирĕнче пĕрремĕш хут хутшăнчĕ пулин те хăйĕн виçинче виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. Кун хыççăн вăл пиччĕшĕпе пĕрле ют çĕршыври ăмăртăва кайма палăртнă.
Азамат Реджепов — Туркменирен. Унта çамрăксем футболла, волейболла выляма юратаççĕ. Çавăнпа каччă та ыттисемпе пĕрлех мĕн ачаран мечĕкпе выляса ÿснĕ. Салтак аттине хывсан Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ. Кунта та волейбол командине çырăннă. «Пĕр кун спортзала иртерех килтĕм. Унта пĕр каччă кире пуканĕ йăтатчĕ. Эпĕ те çĕклесе пăхрăм. Тĕлĕнмелле те — ăна çăмăллăнах парăнтартăм. Вăл мана секцие çÿреме чĕнчĕ», — аса илчĕ пĕрремĕш курс студенчĕ. Владимир Симень тренер ăна кире пуканĕ йăтас ăсталăха вĕрентет. Университетсен хушшинче иртнĕ ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă туркмен каччи Чăваш Ен чемпионатĕнче тупăшнă. «Хыпар» турнирĕ уншăн — Раççей шайĕнчи пĕрремĕш ăмăрту.
Спорт кăмăла çемçетет
Ветерансем те хăнăхнă йăлине пăрахмаççĕ. Помост çине тухса хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Акă 84-ри Федор Ефимова спорт ватăлма памасть. «Çамрăк чухне йĕлтĕрпе чупаттăм. Хальхи вăхăтра ытларах çуран çÿреме тăрăшатăп. Çакă мана вăй кÿрсе тăрать», — терĕ Комсомольски районĕнчи Киров поселокĕнче пурăнакан ветеран. Виçĕ çул каялла вăл кире пуканĕ йăтма тытăннă, аслă ÿсĕмрисен хушшинче тупăшса медальсем те çĕнсе илнĕ. Кăçал акă ветерансен хушшинче иртнĕ çĕршыв ăмăртăвĕнче иккĕмĕш пулнă.
Улатăрта пурăнакан 76 çулти Владимир Сабановăн ку енĕпе опыт пысăкрах: тимĕр вăййипе çичĕ çул каяллах туслашнă. Яш чухне çăмăл атлетика дистанцийĕсенче тупăшнă, 70-мĕш çулсенче штангăна алла илнĕ. «Ырă çынсем спортпа туслă, спорт çын кăмăлне çемçетет. Спорт хуйха-суйха парăнтарма пулăшать», — терĕ электрикре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветеран.
Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Вячеслав Галкин /хăй Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ/ çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă, çак туртăмпах Канашри педагогика училищине çул тытнă. «Кире пуканĕ йăтма мана мăшăрăн пиччĕшĕпе шăллĕ, пĕртăван Трофимовсем, хавхалантарчĕç, вĕсем иккĕшĕ те спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Эпĕ вĕсен шайнех çитеймерĕм паллах. Халĕ ачасене çак ăсталăха вĕрентетĕп», — терĕ Вячеслав Аркадьевич. Вăл — районти кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ. Çав вăхăтрах ветерансен ушкăнĕнче çитĕнÿсем тума тăрăшать, «Хыпар» турнирĕнче медальсем пĕрре мар çĕнсе илнĕ.
СССР спорт мастерĕ Николай Кутузов Шупашкарти агрегат заводĕнче ĕçленĕ чухне кире пуканĕ йăтнă, каярахпа йывăр атлетикăпа кăсăкланма пуçланă. 1970 çулта Чулхуларан завода ĕçлеме килнĕскер предприятире секци йĕркеленĕ. Вăл Юрий Карпова, Сергей Шелтукова тата паллă ытти çынна спорт çулĕ çине тухма пулăшнă. Николай Михайлович тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те çамрăксене вĕрентсе пырать, унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ ăмăртура лайăх çитĕнÿсем тунă. «Унччен секцие нумай çын çÿретчĕ, анчах вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле çав йыш пĕчĕкленсех юлатчĕ. Ун чухне суйламалли пурччĕ паллах. Халĕ кунашкаллине тĕл пулаймăн. Маттуррисем — шутлă. Ĕлĕк çамрăксем хăйсем çитĕнÿ патне талпăннă, хальхи вăхăтра вĕсемшĕн ашшĕ-амăшĕ нумай тăрăшать. Паянхи кун вĕсене илĕртекен япала ытлашшипех, çавăнпа çамрăксене спорта явăçтарма çăмăлах мар. Пирĕн вăхăтра яшсемпе хĕрсем пурте тенĕ пекех ялта ÿссе тĕрекленнисем пулнă. Йывăр ĕçе хăнăхнăскерсем нимрен те шикленсе тăмастчĕç. Спортсменăн пуласлăхĕ тренертан та нумай килет. Хавхалантарма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ спорт ветеранĕ.
«Хыпар» турнирăн пĕтĕмлетĕвĕпе пĕрремĕш вырăна Чăваш Ен команди тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Кировпа Санкт-Петербург спортсменĕсем.
— Помост çине тухакансен йышĕ чакманни савăнтарать. Вĕсен кăтартăвĕсем çултан-çул лайăхланса пыни те пысăк çитĕнÿ. Пĕрремĕш кунрах 3 çын спорт мастерĕн нормативне тултарчĕç. Тепĕр кун та çак йыш хушăнчĕ. Ăмăрту хыççăн Раççей спортсменĕсем Сербире чÿк уйăхĕнче иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕç. Çак чыса тивĕçнисем пирĕн турнирта та тупăшрĕç: Олегпа Джанита Щербинсем, Павел Чуев тата ыттисем, — пĕтĕмлетрĕ ăмăртăвăн тĕп судйи Сергей Кириллов. Сăмах май, тĕнче ăмăртăвне Анастасия Александровăпа Владимир Шуряков та хатĕрленеççĕ.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.