Пархатарĕ куç тулли…
Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвара пурăнакан, сакăр теçетке çула хыçа хăварнă сумлă ĕç ветеранĕ Луиза Викторова ăраскалне ÿпкелемест. Пачах тепĕр майлă йышăнать…
Кун-çул таппинче тĕл пулнă йывăрлăхсене парăнмасăр Турă ирĕкĕпе çак вăхăтченех çирĕп ăс-тăнпа пурăннине, чун панă тĕпренчĕкĕсемпе тата куç тулли мăнукĕсемпе юнашар пулса вĕсен çитĕнĕвĕсене курса савăнма шăпа пÿрнине чăн пысăк телей вырăнне хурать.
Çапла пулмасăр: кĕçĕн ывăлне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн должноçне йышăнакан Владимир Николаевича Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама çирĕплетнине, хĕрне Федераци казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçине Ольга Николаевнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăлани çинчен пĕлтернине унăн чун-чĕри епле кăмăлпа йышăннине сăмахпа каласа ăнлантараймăн. Люся аппа пек ачисене çирĕп воспитани парса çитĕнтернĕ амăшĕсем вара çакна лайăх пĕлеççĕ. Нумай çул И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕнче вăй хунă, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне пĕр хутчен анчах мар суйланнă, «Елчĕк ен» ентешлĕхĕ» общество организацийĕн ертÿçинче тăрăшнă аслă ывăлĕ Олег Николаевич пирки каламалли те нумай. Çемьере асли пулса çитĕннĕрен кĕçĕннисене пулăшассине вăл хăйĕн тивĕçĕ вырăнне хунă.
...Луиза Виталиевнăна асламăшĕпе амăшĕн – Татьяна Степановнăпа Анна Степановнăн — пехилĕсем те çитнĕнех туйăнаççĕ. Качча тухса мăшăрлă пурăнма тытăнсан: «Ют çемьене хăнăхма çăмăл мар. Пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене чăтса ирттерме хал çитерсен, хăвна юратакан, хисеплесе пурăнма пĕлекен ачасем çуратса ÿстерсен вара тĕнче ырлăхне курăн. Мăшăрна хирĕç сивĕ сăмах каличчен – шухăшла. Хисеплĕ, савнă арăм пулăн», — вĕсем вĕрентсе ăс панине хальхи пек лайăх астăвать вăл.
Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче çуралнă Луиза Виталиевнăн йăх-несĕлĕ те çирĕп. Ашшĕ Виталий Германович Германов — çар фельдшерĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленичченех госпитальте ĕçленĕ, А.Вишневский профессорпа пĕрле аманнă салтаксене операци тума хутшăннă. Ун хыççăн, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, икĕ ялти – Кĕçĕн Шăхалĕнчи тата Çĕнĕ Пăвари — фельдшер пункчĕсенче заведующире тăрăшнă. Маларах, колхозсем йĕркеленме анчах тытăннă тапхăрта, колхоз председателĕ те пулнă.
— Асанне хĕрарăмсене ача çуратма пулăшнă, ал-ура, шăм-шак сиксен вырăна лартма пĕлнĕ. Çавăнпах пулĕ вăл аттене те çынна ырă тăвакан ĕçе вĕренме хистенĕ. Чирлĕ çынсем чылай чухне килех пырса çÿретчĕç. Атте вĕсене яланах сĕтел хушшине лартса чей ĕçтернĕ, — аса илет Луиза Виталиевна. Пархатарлă ĕçĕпе ят-сум çĕнсе илнĕ Виталий Германович тивĕçлĕ канăва тухсан та ялти шкулта вĕренекенсене медицина пулăшăвĕ памалли йĕркесене алла илме хăнăхтарнă. Çак ĕçе те вăл хăйĕн ирĕкĕпе пурнăçланă. Сăмах май, Викторовсен çемйин, асламăшĕ каланă пек, çынна ырă тăвакан тата савăнăç парнелекен ĕçĕ йăхран йăха куçать. Çивĕч ăс-тăнлă Луиза Виталиевна пурĕ 42 çын çак ĕçре пĕрле 950 çул вăй хунине шутласа кăларчĕ.
Пĕртăвансем улттăн çитĕннĕ, Луиза – пиллĕкмĕш. Ашшĕ ял çыннисен сывлăхне сыхлассишĕн çĕрпе куна уямасăр, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнине, паллах, ачисем те курнă. Унăн ĕçне кăштах та пулин çăмăллатас тесе вĕсем ăна пулăшма çÿренĕ. Луиза санитар тивĕçĕсене пурнăçланă. Професси суйлама вăхăт çитсе пынă май ашшĕ юрра-ташша ăста, музыка инструменчĕсемпе, уйрăмах балалайкăпа, аван вылякан хĕрне культура тытăмĕнчи ĕçе суйласси пирки шухăшласа пăхма сĕннĕ. Çапла майпа хĕр чун-чĕринче малтанах вăрттăн тĕвĕленнĕ ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ — библиотекарь пулса тăнă. Луиза пек анлă тавра курăмлă, кашни пу-лăма лайăх астуса тăракан тата тарăн шухăшлама пĕлекен, ялан çĕннине шыракан, кăсăклăран та кăсăклă мероприятисем йĕркелеме пĕлекен çынсен профессийĕ ку шăпах. Вăл чунĕпе те яланах вулавăшра пулнă. Унсăрăн ял культурине аталантарас ĕçре 41 çул таран тытăнса тăрайман та пулĕччĕ. Çĕрне-кунне, ывăнни-ĕшеннине пĕлмесĕр концертсемпе спектакльсем хатĕрлесе ялсем тăрăх çÿрени, стена хаçачĕсем кăларни, çынсене кĕнекепе, хаçат-журналпа тивĕçтерни çулсем иртнĕ хыççăн та куç умĕнчен каймаççĕ. Пулас мăшăрĕпе Николай Иванович Викторовпа та вăл вулавăшра паллашнă. Н.Айзманăн «Кай, кай Ивана» пьесинче выляма çын кирлĕ пулнă. Луиза ăна курсан çийĕнчех тĕп сăнарти йĕкĕте куçĕ умне кăларса тăратнă. Юман пек тĕреклĕ çамрăк хÿхĕм хĕр енне çаврăнса:
— Эсĕ Марук рольне вылятăн пулсан эпĕ килĕшетĕп, — тенĕ.
Чун-чĕрери пирвайхи ăшă туйăмсем хĕрÿллĕ юратăва çаврăннă, тинех пĕр-пĕринсĕр пурăнма та пултарайман çамрăксем çемье çавăрнă. Мăшăрĕ «ылтăн» алăллă пулнă, столяр, художник ĕçне лайăх ăнкарнă, общество ĕçне хастар хутшăннă. Вăл «Урожай» колхозра комсомол секретарĕнче ĕçленĕ, вулавăшра вăй хуракан мăшăрне тĕрлĕрен стендсемпе плакатсем йĕркелеме те пулăшнă. Шел, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнма, вĕсен çитĕнĕвĕсене курма шăпа пÿрмен ăна — йывăр чире пула пурнăçран çамрăклах уйрăлнă вăл.
...Пĕр улшăнмасăр тăватă теçетке çул вулавăша ертсе пынă Луиза Викторовăн ĕçне ял-йыш, патшалăх пысăка хурса хакланă. Вăл темиçе хутчен ял совечĕн депутатне суйланнă. 1967 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, 1979 çулта СССР Культура министерствин «Лайăх ĕçленĕшĕн» паллине илме тивĕçлĕ пулнă. Çĕнĕ Пăва ялĕнчи вулавăш икĕ çул харăс /1978, 1979/ «Республикăри чи лайăх библиотека» ята çĕнсе илнĕ.
...Çемьене пысăк хуйхă килсе çапнă вăхăтра та Люся аппа ĕçпе йăпаннă. Малалла вулас...
Светлана АРХИПОВА.
Комментари хушас