Паллă çыравçăсемпе çамрăк авторсен тĕлпулу-семинарĕ иртрĕ

Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче пысăк та пĕлтерĕшлĕ пулăм иртрĕ – паллă чăваш çыравçисемпе тăван литературăн малашлăхĕ тесе шанăç паракан çамрăк авторсем пĕрле пуçтарăнчĕç. Хăйне евĕр тĕлпулу-семинар пулчĕ вăл.
Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш литературине упраса хăварас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе пултаруллă çамрăк авторсене хавхалантарасси тата пулăшасси. Тĕлпулу-семинара Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕпе «Тăван Атăл» журнал редакцийĕ Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе тата Чăваш Республикинчи Наци библиотекипе пĕрле ирттерчĕç.
Уява Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ, çыравçă тата журналист Л.И. Филиппова уçрĕ.
— Паян çак тĕлпулу-семинара эпир паллă çыравçăсемпе çамрăксене пуçтартăмăр. Вĕсем хальхи вăхăтри чăваш литературине малалла аталантаракансем пулĕç, вулакансене интереслĕ хайлавсем парнелĕç. Шанăç паракан çамрăксем пур, — çакă савăнтарать паллах. Манăн Мальвина Петровăна, Инесса Шашкинăна, Екатерина Кошелевăна уйрăммăн палăртас килет. Çамрăксен пултарулăхĕпе, сăмах май, «Тăван Атăл» журналта тăтăшах паллашма пулать… — пĕлтерчĕ Лидия Ивановна.
Çакăн пек паллă та пултаруллă çыравçăсемпе пуринпе те пĕр вăхăтра куçа-куçăн урăх ăçта тĕл пулма май килĕ-ха? Ав Анатолий Кибеч, Юрий Сементер, Сергей Павлов чăваш халăх çыравçисем, Владимир Кузьмин, Светлана Асамат, Раиса Сарби, Валентина Тарават, Альбина Юрату тата ыттисем те семинара илем кÿчĕç. Илем кÿчĕç çеç мар, пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, тĕрлĕ жанрлă хайлавсем ăсталас вăрттăнлăхсене уçса пачĕç. Ку пĕтĕмпех семинарăн иккĕмĕш пайĕнче – мастер-классенче – пулчĕ.
Пĕчĕк тăхтав хыççăн секцисем, хайхи мастер-классем, ĕçлеме пуçларĕç. Пĕтĕмпе тăватă секци йĕркеленĕ. Чăваш поэзине кăмăллакансен ушкăнĕ Юрий Сементерпе Альбина Юрату тавра пухăнчĕ. Вĕсем çеç мар, ытти паллă сăвăçсем те пулас поэтсем умĕнче тухса калаçрĕç.
— Сăвăсем «çырам-ха» тенипе кăна пулаймаççĕ, вĕсем ăнсăртран кирек хăш вăхăтра та çуралаççĕ е капланса килеççĕ те шурă хут çине илемлĕ хайлав пулса çырăнаççĕ. Паллах, сăвă çырассин правилисене те шĕкĕлчесе тухсан питĕ аван. Ку тĕлĕшпе Çеçпĕл Мишшин «Сăвă çырассипе ударени правилисем» статйи пысăк пулăшу кÿрĕ, — тесе уçрĕ хăйĕн сăвă çырас вăрттăнлăхне Раиса Васильевна Сарби. Кашни поэтăн пĕлтерĕшлĕ шухăш палăрчĕ – кирек хăçан та çырмалла, ĕçлемелле, аталанмалла, ытти авторсен кĕнекисемпе паллашма та вăхăт тупмалла.
Семинара килнĕ авторсем хăйсен сăввисене вуласа пачĕç. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга ВАСИЛЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.