Пушкăртстанри чăвашсем валли тăван чĕлхепе тухса тăракан «Урал сасси» хаçат кун çути курма пуçланăранпа кăçал 30 çул çитрĕ. Хыçа юлнă тапхăр тата йăхташсен юратнă кăларăмĕн паянхи кун-çулĕ çинчен унăн тĕп редакторĕ Юрий МИХАЙЛОВ каласа кăтартрĕ. Хастарсем тăрăшнипе — Юрий Николаевич, хаçат сирĕн умра кун çути курнă, аталанса ура çине тăнă. Атьăр-ха вăл никĕсленнĕ кунсем патне тепĕр хут таврăнар.
«Кашни çынрах хĕвел пур, ăна çуталма парăр кăна», — тенĕ авалхи Греци философĕ Сократ. Шăпа ăна тăван тăрăхран чылай аякка илсе кайнă пулсан та унăн хĕвелĕ çуталнă. Пурнăçра вăл хăйĕн вырăнне тупнă.
Лавккара тавар туянмалла-и, общество транспортĕнче билет илмелле-и, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли-и — çак ĕç-хĕле банк карттипе пурнăçлакансем йышлансах пыраççĕ.